Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Театр çулталăкĕ нумайлăха асра юлĕ

ХИРТИ Пикшикри халăх театрĕн коллективĕшĕн Театр çулталăкĕ чылайлăха асра юлĕ. Сцена ăстисем кăçал пилĕк çĕнĕ спектакль сцена çине кăларнă, фестивальсене хутшăнса çĕнтернĕ. Çак кунсенче çеç вĕсем Раççей Федерацийĕн территорийĕнче пурăнакан тутарсен театр коллективĕсем хушшинче Хусанта йĕркеленĕ конкурсран таврăннă. Артистсен хавхаланупа савăнăç чĕре тулли! Тупăшу виçĕ турпа иртнĕ. Хирти Пикшик халăх театрĕ кăтартнă "Табылдык" ("Находка") спектакле куракансем ăшă кăмăлтан йышăннă, артистсем пурте хăйсен ролĕпе тыткăнланă. Чăваш Республикинчи тутар наципе культура автономийĕн председателĕ Ф. Гибатдинов тата ыттисем те финала тухнă (13 коллектив тупăшнă) ентешсен пултарулăхне пысăк хак панă.

Авангард



06 декабря 2019
17:38
Хроника
Поделиться