Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анне, сана юратса!

Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Анне кунĕ ячĕпе уяв иртрĕ. Пуриншĕн те çывăх çыннăмăрсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, "Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн членĕ, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, районти Ашшĕсен канашĕн председателĕ, шалти ĕçсен пайĕн представителĕ Николай Андреев, централизациленĕ библиотека системин директорĕ Алевтина Овчинникова, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Анне кунĕ - чуна çывăххисенчен пĕри. Мĕншĕн тесен çак сăмаха калама вĕреннĕ кашни ача кун-çул тăршшĕпех чи çывăх çыннăн ырă сăнарне чун-чĕринче упрать.

Уяв кунĕнче С. Чернова Галина Емельяновăна, Мария Борисовăна, Валентина Латышевăна, Ирина Ванинăна, Татьяна Мягкинăна, Галина Сымовăна, Тамара Тяминăна, Татьяна Уруковăна, Фенусе Юнусовăна "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнипе саламларĕ.

Районта нумай ачаллă 700 çемье пурăнать. Патăрьелĕнчи Анфиса Валерьевнăпа Николай Иванович Красновсен, Мария Николаевнăпа Сергей Васильевич Кудряшовсен, Эльвира Самуиловнăпа Решит Мансурович Хамидуллинсен, Светлана Анатольевнăпа Андрей Вячеславович Сироткинсен çемйисем виçшер ача пăхса çитĕнтереççĕ. Вĕсене сумлă лару-тăрура йышлă ачаллă çемьесен удостоверенине пачĕç.

Уява ывăлĕсем салтак тивĕçне пурнăçласа вилнисен амăшĕсене - Сителти Р. Журавлевăпа Хирти Пикшикри Н. Камалетдиновăна та чĕннĕ. Тăван çĕршывăмăрта мирлĕ пурнăç тăнă вăхăтра Роза Николаевна ывăлĕ Александр Афган, Найля Шайхаттаровнăпа Абдулла Минзарифович ывăлĕ Фирдус Чечня вăрçинче пуçне хунă. Ниçта шăнăçайми йывăр хуйхă вĕсене самаях авнă. Районти 7 каччă Афганистанра, 3 çамрăк Чечен Республикинчи террора хирĕçле операцисене хутшăнса вилни çывăх çыннисен чĕрисене нихçан пирчейми суран туса хăварнă.

Пăлапуç Пашьелĕнчи Александровсем - Леонтий Ивановичпа Анисия Александровна - çемье çавăрнăранпа 50 çул. Шăнкăртамри Карамасем вара - Зарифулла Загитовичпа Роза Низамовна - 60 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Çак ятпа чысларĕç вĕсене. Тĕслĕх илмелли пурах мăшăрсенчен.

Леонтий Иванович лесничествăра, Анисия Александровна осеменаторта, Зарифулла Загитович механизаторта, Роза Низамовна колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Александровсем - 4, Карамасем 8 ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.

Общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн тата ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕшĕн (икĕ ывăлпа икĕ хĕр) Патăрьелĕнчи Ирина Ивановăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Мăшăрĕпе 5 ача çуратса пăхса ỹстерекен Валентина Углева вара республикăри Хĕрарăмсен канашĕн районти уйрăмĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

Шел пулин те ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр ỹсекен ачасем те пур. Вĕсене çемье хỹтлĕхне илекенсем мĕн тери ырă ĕç тăваççĕ. 76 çемьере çакнашкал 113 ача çитĕнет. Еленăпа Мансур Ахметовсем, Татьянăпа Николай Гурьяновсем район администрацийĕн Тав çырăвне илчĕç.

Сусăр ачисене çемье ăшши паракансем те пархатарлă. Еленăпа Роман Никифоровсем, Ремзияпа Радик Яббаровсем, Натальăпа Вячеслав Герасимовсем те район администрацийĕн Тав çырăвне тивĕçрĕç.

Районти централизациленĕ библиотека "Ял хĕрарăмĕ, сана чыс та мухтав!" фотоконкурс ирттернĕччĕ. Вĕсен çĕнтерỹçисене те чысларĕç.

"Анне, сана юратса" ятпа хатĕрленĕ уяв программинче чуна пырса тивекен юрăсем шăранчĕç, ташăсем пулчĕç. Вĕсене "Евгения" халăх ташă ансамбльне çỹрекенсем, ташăçăсен коллективĕсем кăтартрĕç. Уява централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем йĕркелесе ертсе пычĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



29 ноября 2019
10:46
Хроника мероприятий
Поделиться