Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тепĕр палăк çĕкленчĕ

Тепĕр палăк çĕкленчĕ

Халăхра Патăрьелĕнчи «Арбат» текен лапам иртнĕ шăматкун тепĕр палăкпа пуянланчĕ. РФ ШĔМен шалти çарта (внутренние войска) салтак службине ирттернисем сумлă лару-тăрура стелла уçрĕç. Сăмах май каласан, кунта пуçласа 2010 çулта тинĕс-çар флочĕн ветеранĕсем якорь вырнаçтарначчĕ. Вĕсен алли чăнах та çăмăл пулчĕ…

Хăйсен вăйĕпе палăк çĕклеме мехел çитернĕ ветерансене çак ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Ялуков, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Евгений Семенов, тĕрлĕ çар подразделенийĕнче пулнисем саламларĕç. Çавăн пекех районти централизациленĕ клуб системин ĕçченĕсем пуçтарăннисене патриотла темăпа çыхăннă пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç.

А. Иванов

Авангард



26 ноября 2019
15:37
Хроника
Поделиться