Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕлтерĕшĕ те, витĕмĕ те пысăк

Паян вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче халăх пурнăçĕпе, ял аталанăвĕпе çыхăннă чылай ыйтăва староста хутшăннипе татса параççĕ. Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн унăн статусне çирĕплетнĕ хыççăн старостăн пĕлтерĕшĕ, витĕмĕ пирĕн районта та курăмлă. Район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсемпе тата старостăсемпе йĕркеленĕ канашлура та пĕрлехи вăйăн результачĕ уççăн сисĕнчĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем чăн малтанах обществăлла инфратытăма çĕнетессипе, халăх пурнăçне лайăхлатассипе, хамăр пурăнакан вырăна тирпейлĕ тытассипе çыхăннă. Паллах, паян пурне те пырса тивекен хытă каяша пуçтарас, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлес ыйту та çивĕччисенчен пĕри пулчĕ.

Районти 19 ял тăрăхĕнчи 56 ялта çỹп-çап реформине кашнийĕ тĕрлĕрен йышăнни, уншăн пурте вăхăтра укçа тỹлеменни чăн малтанах çак ыйтупа тимлекен организацие - МВК "Экоцентра" - тулли хăватпа ĕçлеме, ялсенче тирпей тума чăрмантарать, виççĕмĕшĕнчен вара намăслантарать те. Паянхи кун Патăрьел районĕ республикăра пур енĕпе те кăтартуллисен шутĕнче темелле. Хытă каяш çăмăллăхĕсемшĕн тỹлессипе вара кайрисенчен пĕри. Хальхи вăхăтра çак ĕç пирĕн тăрăхра 34 процент çеç пулса пырать. Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче халăхăн 71, Нăрваш Шăхалĕнче - 67, Туçа ял тăрăхĕнче - 66, Первомайскинче 59 проценчĕ уйăхсерен килекен квитанцисемпе вăхăтра татăлса пыраççĕ пулсан, Ыхра Çырми, Пикшик, Шăнкăртам, Çĕнĕ Ахпỹрт, Сăкăт ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе ĕçе кирлĕ пек йĕркеленĕ тесе калама çук-ха. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфрастуктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов хăйĕн докладĕнче кашни ял тăрăхĕнче çỹп-çап пуçтарас, уншăн вăхăтра татăлас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ, федераллă саккуна пурнăçламан парăмçăсенчен суд урлă укçа-тенкĕ шыраса илнине те палăртса хăварчĕ. Сăмах май каласан, ку таранччен суд приставĕ урлă çеç 46 заявление тивĕçтернĕ, çынсене çỹп-çап çăмăллăхĕсемшĕн тỹлеттернĕ. Ун пек чухне граждансен квитанцинче палăртнă суммăран самай чылай тăкакланма тивет. Акă, Шăнкăртамра пурăнакан пĕр çемьен çак кунсенче 5 пин тенкĕ вырăнне 8 пин тенкĕ тỹлеме лекнĕ.

Канашлăва МВК "Экоцентр" тулли мар яваплă пĕрлешỹ директорĕ Евгений Майрин та хутшăнчĕ, çак ĕç республика шайĕнче мĕнлерех йĕркеленсе пынипе паллаштарчĕ, ТБО çăмăллăхĕсемшĕн пурин те саккунпа килĕшỹллĕн тỹлемех тивнине тепĕр хут асăрхаттарчĕ. "Чылай районта çỹп-çап "реформине" ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Анчах парăмçăсем те сахал мар. Суд йышăнăвĕ хыççăн парăмçăран карточка çинчен те кирлĕ суммăна "касса" илме пултараççĕ. Çавăнпа та çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тỹлесе пынинчен лайăххи нимĕн те çук",- ăнлантарчĕ вăл. Çак ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та çивĕчлетрĕ, чăн малтанах ял тăрăх пуçлăхĕсен халăхпа ăнлантару ĕçне вăйлатмаллине, ку ĕçе ял старостисене, обществăлла канаш членĕсене, ытти хастарсене явăçтармаллине каларĕ.

Юлашки çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пуçару бюджечĕпулăшнипе пархатарлă ĕçсем çултан-çул ỹссех пыраççĕ. 2017 çултанпа пирĕн районта халăх пуçарăвĕпе 54 проекта (56 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал çеç 30 проектпа (32 миллионлăх) ял халăхĕн пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе тĕрлĕрен ĕç тунă. Вăл шутра ял масарĕсене тирпей-илем кĕртнĕ, часовньăсем уçнă, ялти çулсене тирпейленĕ, ача-пăча лапамĕсем, кану паркĕсем йĕркеленĕ тата ытти те. Çитес çул валли те чылай ял тăрăхĕ тата проектсем хатĕрленĕ. Çак ыйтупа та кашни ял тăрăхĕ тĕрлĕрен ĕçлесе пырать. Çавăнпа та канашлура хăш-пĕрисен опычĕпе паллашни те ял тăрăх пуçлăхĕсемпе старостăсен пĕрлехи вăйне çирĕплетме çеç пулăшĕ. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем начар мар ĕçлесе пыраççĕ, халăх вăйĕпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Кăçал çеç Кзыл Камышра кану вырăнĕпе ача-пăчана вылямалли лапам уçрĕç, Шăнкăртамра çул сарчĕç. Ытти ĕçсем те пысăк пуçарупа пулса пыраççĕ. Туçа ял тăрăхĕнче те çине тăни сисĕнет. Хăтлă спорт зал хута ячĕç, Туçапа Анат Туçара масар çурчĕ туса лартрĕç, часовня уçрĕç тата ытти те. Муниципалитет ĕçĕнчи хăйсен опычĕпе Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ М. Валитов тата Туçа ял старости А. Салмина паллаштарчĕç.

А. ЕГОРОВА

Авангард



22 ноября 2019
10:27
Хроника
Поделиться