Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тутар культурин кунне Патăрьелсем те хутшăннă

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче чăваш, тутар, вырăс, ирçе тата ытти халăх çыннисем туслăн пурăнаççĕ. Вĕсен кашнийĕн хăйĕн культури, йăли-йĕрки. Акă, çак кунсенче çеç кỹршĕри Шăмăршă районĕнчи Виç- пỹрт Шăмăршăра "Тутар культурин кунĕ - 2019" уяв иртнĕ. Унта Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи, Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи тутар халăх ансамблĕсем, пултарулăх коллективĕсем хутшăннă, хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Пирĕн районти сцена ăстисем те мероприятинчен айккинче юлман. Ыхра Çырминчи Резеда Тазетдинова клуб заведующине районсем хушшинчи культура мероприятине хастар хутшăннăшăн, тутар халăх культурине аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн дипломпа тата хаклă парнепе чыс тунă.

Авангард



19 ноября 2019
11:16
Хроника
Поделиться