Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăлапуç Нурăс ялĕнчи Садовая урам – малтисен йышĕнче

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче тавралăха симĕслентерес тата хăтлăх кĕртес тĕллевпе çуллен йĕркелекен конкурса пĕтĕмлетнĕ. Палăртма кăмăллă, Ишлĕ ял тăрăхне кĕрекен Пăлапуç Нурăсри  Садовая урам унта  виççĕмĕш вырăн йышăннă. Аса илтеретпĕр, 2015 çулта Ишлĕ ял тăрăхĕ республикăри конкурсра иккĕмĕш, 2016 çулта Ишлĕри Школьная урам пĕрремĕш вырăна  тухнăччĕ.

А. Ильин

Авангард



15 ноября 2019
17:42
Хроника
Поделиться