Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

 Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Анат Туçари Христос çуралнине халалланă часавай тăррине хĕреспе çавра тăрă хăпартнă ятпа йĕркеленĕ мероприятие хутшăннă. Часавая ял çыннисен укçи-тенкипе лартнă. Праçнике Тури Туçа ял тăрăхĕнче вырнаçнă организацисемпе предприятисен ертуçисем, ял çыннисем пухăннă. Хĕреспе çавра тăрра Тури Туçари Çветтуй Троица храмĕн настоятелĕ Николай Марков протоиерей сăвапланă тата кĕлĕ ирттернĕ. Рудольф Селиванов юлашки вăхăтра халăх пуçарăвĕпе масарсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртнин, часавайсем, кĕлĕ çурчĕсем çĕкленин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине

Палăртнă. Уйрăммăн илсен, «Пĕрлехи тата сăваплă ĕç ку», -тенĕ Рудольф Васильевич. Вăл çак ĕçе йĕркелесе ертсе пыракан старостăсене тав сăмахĕ каланă

Хыпар

                                              



08 ноября 2019
12:04
2019 год
Поделиться