Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшса ĕçленĕрен хисепĕ пур

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи октябрĕн 30-мĕшĕнчи 431-рг номерлĕ "Районсене, ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тухăçлă ĕçĕсемшĕн тата 2019 çулта производствăпа экономика кăтартăвĕсенчи пысăк çитĕнỹсемшĕн чысласси çинчен" хушăвĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем хушшинче акционерсен "Батыревский" хупă пĕрлешĕвĕ "Ял хуçалăх производствине ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче ăнăçлă ертсе пынăшăн" номинацинче- виççĕмĕш, Р. Санзяповăн фермер хуçалăхĕ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи производствăпа экономика кăтартăвĕсенче пысăк çитĕнỹ тунăшăн "Фермер хуçалăхĕсем хушшиче чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсемшĕн" номинацинче иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Паян, ноябрĕн 1-мĕшĕнче, республикăра Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне "Шупашкар -Арена" пăр керменĕнче уявлаççĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пыракан делегаци те хутшăнать.

Сăмах май, Юхмапа пăла тăрăхĕнче сумлă мероприятие ноябрĕн 15-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

(Хамăр корр.) .

Авангард



01 ноября 2019
17:15
2019 год
Поделиться