Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çул çитмен ачана куçран вĕçертмелле мар

РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин ларăвне хальхинче те ачисемпе пĕрлех ашшĕ- амăшне те йыхравланă. Вĕсемпе пĕрлех ачасене воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлекен профилактика субъекчĕн пайташĕсем - социаллă педагогсем, класс ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем - пулчĕç. Комиссин черетлĕ ларăвне район прокурорĕ Николай Осипов хутшăнчĕ, ашшĕ-амăшĕпе ачасем, вĕрентекенсем хушшинчи çыхăнăва вăйлатмаллине каларĕ.

Ларура пăхса тухнă 13 административлă материалтан 9-шĕ ашшĕ-амăшĕпе, вĕсем хăйсен пепкисене тивĕçлĕ воспитани парса çитерейменнипе çыхăннă. Вĕсем ачисене пăхса, сăнаса ĕлкĕрейменни, çирĕп тĕрĕслевре тытманни административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан саккуна пăхăнманниех. Хăйсене ỹссе çитнĕ пек туякан, çапах та 18 çул тултарманскерсене çакă çеç кирлĕ темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ икĕ каччă автомобиль рулĕ умне ларма ирĕк паракан удостоверенисĕрех ашшĕн "хурçă утне" килтен хускатса тухса кайнă. Юрать-ха, вăхăтра йĕрке хуралçисен аллине çакланнă. Унсăрăн çул çинче тем те курса тăрăн...

Авангард



25 октября 2019
10:18
Поделиться