Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юристсен пулăшăвĕ кирлех

Çак кунсенче районта "Юристсем - халăха" проектпа килĕшỹллĕн Чăваш Республикинчи юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин, федераллă суд приставĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн, республикăри Адвокат тата Нотариус палатисен, Чăваш Енри Ĕçлев министерствин халăха социаллă пулăшу паракан центрĕн пайташĕсем, Чăваш Республикинчи çын правине хỹтĕлекен обществăлла пулăшуçин районти уполномоченнăйĕ граждансене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă.

Малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикинчи юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕпе Игорь Михайловпа тĕл пулнă, районти çынсене тỹлевсĕр юридика пулăшу парас ĕç мĕнле пыни пирки калаçнă. Аса илтеретпĕр, 2018 çултанпа халăха социаллă хỹтлĕх паракан тата адвокат центрĕсем çынсене уйăхăн кашни иккĕмĕш кĕçнерникунĕнче тĕрлĕ ыйтупа юрист пулăшăвне параççĕ. Тĕпрен илсен, халăха тĕрлĕ ыйту кăсăклантарать: нумай ачаллă çемьесене социаллă пулăшу парасси, сахал тупăшлă çемьесене шута илесси, коммуналлă çăмăллăхсемшĕн субсиди парасси, çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлесси тата ытти те кăсăклантарать.

Тĕл пулу вăхăтĕнче граждансем хăйсен ыйтăвĕсемпе тулли хуравсем илнĕ.

Авангард



22 октября 2019
09:56
Поделиться