Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кзыл Камышсем пĕчĕк йышпах пысăк ĕç тăваççĕ

Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă, теççĕ ваттисем. Шăнкăртам ял тăрăхне кĕрекен Кзыл Камыш урамĕсемпе паллашнă май, çак сăмахсене Г. Неуметов старостăпа темиçе хутчен те аса илтĕмĕр. Ун валли сăлтавĕ те çук мар. Паян вăрман хĕрринче вырнаçнă çак ялта лăпкăлăхпа тăнăçлăх, пысăк ăнланулăх хуçаланни, çынсем пĕр-пĕрне хисеплени, "пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн" девизпа тăрăшни чунра ырă туйăм вăратрĕ. Çакна вырăнти власть ертỹçи М. Валитов та çирĕплетрĕ.

- Кзыл Камыш çыннисемпе кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлама пулать. Ял халăхĕ ырă пуçарăва яланах алхапăл йышăнать. Акă, август пуçламăшĕнче çеç пуçару бюджечĕпе (20 проценчĕ халăхран, 20-шĕ вырăнти бюджетран, 60-шĕ республика пулăшăвĕ) Шкул урамĕ хыçĕнче тахçантанпах сапаланса выртакан çỹп-çап вырăнĕнче, хыт-хура ашкăракан лаптăкра (28 сотăй) кану паркне туса пĕтертĕмĕр. Кунта паян аксакалсем валли уçăлса çỹремелли хăтлă вырăн, ача-пăчашăн - илĕртỹллĕ лапам. Тулли мар яваплă "Бридж" пĕрлешỹ ял-йыша кĕске вăхăтра парне кỹме пултарчĕ, - терĕ Минсур Харисович паркпа паллаштарнă май.

Калаçăва ял старости те хăюллăнах хутшăнчĕ. Гаяз Альбертович çак "лава" кỹлĕнни нумай вăхăт мар. Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕнче ăна та ытти ĕçтешĕсемпе пĕрлех обществăлла тивĕçе пурнăçлакан старостăн удостоверенине парса чыс турĕç. Хĕрлĕ хуплашкаллă документ яваплăхпа пĕрлех ял-йыш хушшинче пысăк хастар пулма та ыйтать. Кзыл Камышсем ку тĕлĕшпе хăйсен кандидатурипе йăнăшман. Паян ялта староста хутшăнмасăр пĕр мероприяти те иртмест. Вăл ваттисемшĕн те, çамрăксемшĕн те "ашшĕ" вырăнĕнче темелле. Ял тирпей-илемĕшĕн, хăтлăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн Гаяз Альбертович ял администрацийĕн пуçлăхĕпе сахал мар канашлать. Чылай чухне ырă сĕнỹсем те парать.

- Пĕччен сурнипе кỹлĕ тăваймăн. Ырă пуçарăва ял халăхĕ кăмăлтан йышăннăран ĕç кал-кал та ăнăçлă пулса пырать. Темиçе кун каялла çеç ял-йышпа çĕнĕ парка 300 ытла тĕп йывăç лартрăмăр. Вĕсене пăхса çитĕнтересси те хамăр çинчех. Çывăх вăхăтрах пĕрлехи вăйпа ял масарĕн территорине тимĕр карта тытма пикенесшĕн, çĕнĕ хапха тăвасшăн. Çакна та палăртса хăвармалла. Ял сăн-сăпатне ырă енне улăштарас, урамсемпе ытти объектсене хăтлăх кỹрес ĕçре "Кзыл Камыш" çĕр ĕç фирмин ертỹçи Минхайдар Юсупов пысăк пулăшу парать. Сăмах май каласан, вăл ял меценанчĕ, Кзыл Камышсене кирек хăçан та алă тăсса пулăшма хатĕр. Кăçал та унăн тивлечĕ- пех çĕнĕ парка каякан çула асфальт сарчĕç, йĕри-тавра илемлĕ картасем тытса çавăрчĕç. Çĕр ĕç фирми ăнăçлă ĕçлесе пыни ял халăхĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çынсем унта кăмăлтан тăрăшса вăй хураççĕ, ĕçлесе илнĕ укçапа кил-çуртне çĕнетеççĕ, çемйине тăрантараççĕ. Юлашки çулсенче тăван ял палăрмаллах лайăх енне улшăнни, хитреленни савăнтарать,- хăйсен пурнăçĕпе кăмăлтан паллаштарчĕ староста.

Чăннипех те паян Кзыл Камыш урамĕсемпе утса çỹреме те кăмăллă. Ялти виçĕ касра та çатма пек тикĕс çул сарăлса выртать. Кунтах ача сачĕ, кĕçĕн класра вĕренекенсен шкулĕ. Вĕсенче 17-шер ача пĕлỹ пухать. Çитĕнекен ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр тесе 4-5 çул каялла ял варринчи пушă вырăна М. Юсупов хăй вăйĕпе пĕчĕк стадион уçса панă. Çанталăкăн уяр кунĕсенче кунтан ачасем татăлмаççĕ. Чылай чухне шкулти физкультура урокĕсем те çак площадкăрах иртеççĕ. Ял çамрăкĕсем пирки те хавхаланса калаçрĕ староста. Вĕсем аксакалсемпе пĕрлех мечĕте те йышлăн çỹреççĕ. Ильнур хазрат мулла çамрăксем те хăйсен тĕп йăли-йĕркине пăхăнса ỹсч- чĕр, аслисене хисеплеччĕр, ыр кăмăллăха вĕренччĕр тесе тăрăшать. Хăш-пĕр уявсенче пысăках мар ялти мечĕтри кĕлĕсенче 30-40 çын та пухăнать.

Паян Кзыл Камышра 126 çуртра çутă çутать. Районти ытти хăш-пĕр ялсемпе танлаштарсан пушă ларакан, хăйсен тĕксĕмлĕхĕпе чуна ыраттаракан пỹрт сахал. Ял çулсерен вăй илсе, аталанса, çĕнелсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ çитес çул вĕсем "Раççейри чи хăтлă ял" конкурса та хутшăнасшăн. Ял тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ М. Валитов çакна вăрттăнрах çеç систерчĕ пулин те, ĕмĕтпе пурăнакансен шухăшне ырламалли çеç юлать. Вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăну çирĕп, ăнланулăх пысăк пулсан ĕçĕ те курăмлă, ячĕ-сумĕ те пысăк.

А. ЕГОРОВА

Авангард



11 октября 2019
10:27
Хроника
Поделиться