Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туçа ял тăрăхĕпе паллашрĕç

"Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин Патăрьелĕнчи уйрăмĕ Туçа ял тăрăхне тухса лару ирттерчĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, район администрацийĕн структура подразделенийĕн ертỹçисем, "Чăваш Енри хăрарăмсен канашĕ" районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова хутшăнчĕç. Малтанах Валерий Салмин ĕç ветеранĕ килĕнче йĕркеленĕ музейпа паллашрĕç.

Теори пайĕ ял тăрăх администрацийĕн çуртĕнче иртрĕ. Хăрарамсен канашĕн председателĕ, ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Алена Мальцева вырăнти ĕç -хĕлпе паллаштарчĕ.

Ял тăрăхĕ сакăр ялти 1315 хуçалăха пĕрлештерет. Хĕрарăмсен канашне 45 çын кĕрет. Хастарсене республикăри Хĕрарăмсен канашĕн Тав хучĕсемпе чысларĕç. Вырăна тухса ирттернĕ ларăва хутшăннисем администраци çурчĕ умне хыр хунавĕсене лартрĕç.

Пĕтĕм Раççейри утакансен кунĕ çывхарнă май Кивĕ Ахпỹрт стадионĕнче скандинави уттипе утакансен йышне хутшăнчĕç, футболла вылярĕç.

(Хамăр корр.)

Авангард



08 октября 2019
11:22
2019 год
Поделиться