Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвĕ

Тăлăха – хваттер

Чăваш Республикин «Çурт-йĕр ыйтăвĕсене йĕркелесси çинчен» калакан саккунпа килĕшỹллĕн 2019 çулта районти виçĕ тăлăх ачана федераци тата республика бюджетĕсенчен пурăнмалли кĕтеслĕ тума виçĕ миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Вĕсем пурте патшалăх пулăшăвне илме тивĕçлискерсем. Паянхи куна çакнашкал 25 ача черетре тăрать.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов ырлăх-сывлăх, телей сунса Вера Беркона хваттер уççине пачĕ (иккĕшне маларах хваттерпе тивĕçтернĕ). Опекăпа попечительство тата Патăрьел ял тăрăх администрацийĕн представителĕсем те пĕрлехи савăнăçа пайлама хутшăнчĕç.

А. Иванова

Авангард



08 октября 2019
10:27
Хроника
Поделиться