Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар ан кăтарттăр шар

СЕНТЯБРĔН 25-мĕшĕ тĕлне районта 43 пушара шута илнĕ, пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 26 çеç пулнă. Вут-çулăмра 3850140 тенкĕлĕх пурлăх кĕле çаврăннă. Япала вырăнне япала туянма май пур, анчах çын пурнăçне тавăрма çук. Инкекре виççĕн вилнĕ, иртнĕ çул пĕр тĕслĕх пулнă.

Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, пушарсем ытларах чухне çын вут-çулăмпа асăрханманнипе (21 тĕслĕх), электрооборудованисемпе хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмасăр усă курнипе (12), кăмакасем юсавсăррипе (7), транспортсен электросистемисем йĕркеллĕ ĕçлеменнипе (2) тата ача-пăча чарусăрлăхĕпе (1) пулаççĕ.

Инкек курас мар тесен пушар хуралĕнче ĕçлекенсем асăрханулăха ỹстерме, вут хутнă кăмакана пĕччен тăратса хăварма юраманнине, çулăм тухма пултаракан çурăксене сапламаллине, хăрăма тасатмаллине, пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикме юраманнине калаççĕ. Тĕтĕм йăсăрланнине курсанах телефонпа 01,101 е 112 номерсемпе шăнкăравласа пĕлтермелле.

Авангард



01 октября 2019
09:47
2019 год
Поделиться