Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

100 çул тултарнă ятпа савăнтарнă салампанă

ПĂЛАПУÇ Пашьелĕнчи 100 çулхи А. Агашева савăнăçне те, нуши-тертне те çителĕклех курнă. Ачалăхĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи йывăр вăхăтсем ĕмĕрлĕхех чĕринче йĕр хăварнă. Пилĕк ачаллă çемьере çуралса ỹснĕ Анна Игнатьевна вăрçăран таврăннă Егор Матвеевич Агашевпа пĕрлешнĕ. Мăшăр 8 ача çуратнă, анчах халĕ вĕсенчен пĕри çеç сывă пурăнать. Çемье пуçĕ те йывăр сурансене пула 1975 çулта куçне ĕмĕрлĕхех хупнă.

Агашевсем ĕмĕр тăршшĕпе колхозра вăй хунă: Егор Матвеевич - бригадир, Анна Игнатьевна колхозник пулнă.

Ватлăхĕ телейлĕ пулнишĕн савăнать А. Агашева. Вăл паян Николай ывăлĕпе тата Елизавета кинĕпе пĕрле килĕштерсе пурăнать.

Анна Игнатьевна пĕр ĕмĕр тултарнине палăртма сентябрĕн 11-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ В. Львов, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин, çавăн пекех ялти вăтам шкулта вĕренекенсем килнĕ. Пĕрлех РФ Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Р. Селивановăн саламĕсене илсе çитернĕ.

Сăмах май, Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра районта нумай çул пурăнакансемпе палăрса тăрать. Кăçал тата тăваттăн -Татмăшра, Аслă Чементе, Алманчăра - пĕр ĕмĕрхи юбилейĕсене кĕтсе илеççĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕнче Чăваш Ишекĕнче тĕпленнĕ хĕрарăма 105 çула çитнĕ ятпа тăванĕсем саламланă. Çĕньялта октябрьте 101 çул тултарнине паллă тăвакан та пур.

Авангард



20 сентября 2019
12:19
2019 год
Поделиться