Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Культура çурчĕсем çĕнелеççĕ

Сентябрĕн 12-мĕшĕнче районта ЧР культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пулнă. Вĕсем Турхан, Патăрьел тата Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенчи культура строительство объекчĕсене çитсе курнă.

Турханти объекта иккĕмĕш çул Чăваш автономи облаçне 100 çул çитнĕ май тĕп мероприятисем йĕркелемелли планпа килĕшỹллĕн юсаççĕ. Çавăн пекех кунта тĕнчипе паллă художник Алексей Кокель çуралса ỹснĕ çурта та реставрацилеме пикеннĕ.

Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне çỹрекенсем те малашне çĕнетнĕ çуртра хăйсен пултарулăхне туптĕç. Объектра "Энергосстрой" пĕрлешỹ ĕçлет.

Тутар Сăкăтĕнче "Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен тăнăçлă аталанăвĕ" программăпа килĕшỹллĕн икĕ хутлă клуб тума пикеннĕ. Унăн смета хакĕ - 15 млн тенкĕ.

Культура çуртне кăçалах хута ямалла. Константин Яковлев Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн ĕç-хĕлĕпе те паллашнă.

Республикăра юлашки çулсенче культурăна аталантарассишĕн сахал мар ĕç тăваççĕ. Çĕнĕ объектсем хута кайнисĕр пуçне унччен хăпартнисене те реставрацилеççĕ, мероприятисене ватти-вĕттине илĕртмелле тивĕçлĕ шайра йĕркелеме те майсем туса параççĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов республикăра ял ыйтăвĕсене татса пама тимлĕх ытларах уйăрнине палăртнă май Юхмапа Пăла тăрăхĕнче икĕ çулта 9 культура çуртне юсанине, иккĕшне çĕнĕрене хăпартнине, 12-не модернизациленине каланă.

(Хамăр корр.)

Авангард



17 сентября 2019
09:41
Хроника
Поделиться