Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвне тишкерчĕç

Августăн 2-мĕшĕнче районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, малашлăх плансене пăхса тухрĕç. Пĕтĕмлетỹ канашлăвне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ Юрий Исаев, район Пухăвĕн депутачĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, организаци, предприяти, учреждени, ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Канашлу чыславран пуçланчĕ. Общество пурнăçĕнчи пысăк хастарлăхшăн "Стройтранс 21" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорне, Пăлапуç Пашьел ял тăрăх депутатне Петр Ларева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне тата сехет (сăн ỹкерчĕкре), Патăрьел, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт ял тăрăхĕсен специалист-эксперчĕсене- Светлана Петрякована, Вера Исакована, Наталья Лаврентьевана - ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Тав çырăвне парса чысларĕç. Пĕтĕм Раççейри конкурсăн "Лучшая муниципальная практика" регионти этапĕнче тĕрлĕ номинаципе иккĕмĕш вырăн йышăннă Патăрьел тата Пикшик ял тăрăхĕсене диплом парса саламларĕç. ЧР муниципаллă Канашăн Хисеп грамотине РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ Андрей Фомин, район администрацийĕн хуçалăх ыйтăвĕсемпе тимлекен служба начальникĕ Валерий Мальцев, "Бизнес-инкубаторăн" хуçалăх енĕпе ĕçлекен заведующийĕ Игорь Паймуков тивĕçрĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ - пĕр тикĕс аталанакан район

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов "Патăрьел районĕн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ тата иккĕмĕш çур çулхи тĕллевĕсем" пирки тĕп доклад турĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕ çулталăк пуçланнăранпа мĕнле аталанса, халăх пурнăçĕ мĕнле улшăнса пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, кашни отрасльпех танлаштаруллă пĕтĕмлетỹ турĕ, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çакна палăртмалла: район республикăра пĕр тикĕс аталанса пыракан муниципалитетсен йышĕнче. Кун пирки канашлура республикăран килнĕ хăнасем те хăйсен сăмахĕсенче пĕрре мар асăнчĕç.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ырă улшăну çулĕ çине тăрасси, халăх пурнăçĕ лайăхланасси чăн малтан инвестицисен илĕртỹлĕхĕнчен, хыснана мĕнле пуянлатнинчен килет. Çакă шăпах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем уçма, социаллă пурнăçпа, инфратытăмпа çыхăннă ыйтусене ăнăçлă татса пама пулăшать. Хальхи вăхăтра районта ку тĕлĕшпе сахал мар программа пурнăçа кĕрсе пырать. Пĕрремĕш çур çулта районăн пĕрлештернĕ бюджетне 345 миллион тенкĕ укçа кĕнĕ. Мĕнпурĕ 19 муниципаллă программăпа 821 миллион тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă. 5 наци проектне кĕрекен регионти 14 проектпа тĕрлĕ сферăра ырă улшăнусем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ытти çулсенчи пекех, район бюджечĕ те, тĕрлĕрен программа та чăн малтан халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă.

Ял хуçалăхĕ - район экономикин тĕп отраслĕ

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта мĕнпур харпăрлăх тытăмлă хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышĕ 2,8 процент ỹснĕ. Çулталăк пуçланнăранпа сĕт туса илесси 5,6, аш-какайпа (чĕрĕ виçепе) 3,4 процент пысăкланнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пĕр литр сĕт хакĕ те 23 процент (халĕ 16 тенкĕ, пĕлтĕр 13 тенкĕ пулнă) хăпарнă. Сăмах май каласан, сĕт, аш-какай, ытти ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе, тыр-пул тата пахча çимĕç çитĕнтерессипе те Патăрьелсем республикăра малти вырăнсенче. Çакă чăн малтанах ял ĕçченĕн тăрăшулăхне, ĕç условийĕсем лайăхланса пынине çирĕплетсе парать. Акă, паянхи куна районта 9 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсенчен улттăшĕ (7,9 миллион тенкĕлĕх) патшалăхран пулăшу илнĕ, техника çĕнетнĕ, зданисене реконструкциленĕ тата ытти те. Тепĕр ултă проект пурнăçа кĕмелле: Э. Солдатован 100 ĕне вырнаçакан ферма, аш-какая тата субпродуктсене тирпейлекен цех, Кзыл Камышри агрофирмăра сурăх фермин производство бази, 70 пуç мăйракаллă шултра выльăх усракан ферма, талăкне 25 тонна сĕт тирпейлеме пултаракан "Эко-Продукт" кооператив тата ытти те. Унсăр пуçне районта сĕте вырнаçтарассипе, тирпейлессипе çыхăннă тепĕр пилĕк проект та çывăх вăхăтрах пурнăçа кĕрсен, хушма хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх усракансен шучĕ татат ытларах ỹсĕ.

Районта ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене 68 миллион (65 ), фермер ĕçне пуçласа пикенекенсене 10,4 миллион (6 çынна), çемье фермине тăвакан пĕр фермера 5,4 миллион тенкĕ пашалăх пулăшăвĕ панă. Унсăр пуçне çăмăллатнă кредитпа усă куракансем те районта сахал мар. Кăçалхи çур çулта ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче тăрăшакансен вăтам шалăвĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 5 процент ỹснĕ - 18 389 тенкĕ (республикăра - 18959 тенкĕ).

"Сăрă" шалăва пула бюджет 50 миллион тенкĕлĕх пуянланаймасть

Паян экономика аталанăвĕнче пĕчĕк тата вăтам бизнес тĕп вăй пулса тăрать. 2019 çулта районта 392 миллион тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртсен çĕр ытла çын валли хушма ĕç вырăнĕ пулĕ. Çакă ĕçсĕрлĕхе чакарма пулăшĕ. Докладра район администрацийĕн пуçлăхĕ "конвертпа" паракан ĕç укçисем пирки те чарăнса тăчĕ. Шел пулин те, пирĕн районта та ку ыйту хальлĕхе çивĕч-ха. Çак сăлтавпа 50 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ район бюджетне кĕреймест. Унпа вара муниципалитета тата ытларах аталантарма, çĕнĕ объектсем, ĕç вырăнĕсем уçма, халăх пурнăçне тата ытларах хăтлăлатма пулатчĕ. Ку тĕлĕшпе налук службин, прокуратура предствителĕсен, ытти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсен тата ытларах пикенсе ĕçлемеллине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Малашлăх пур- чун савăнать

Юхмапа Пăла тăрăхĕ çулсерен çĕнелни, капăрланни, улшăнни куç умĕнче. Кăçал çеç районти строительство отрасльне виççĕр миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Пурăнмалли çурт-йĕре хута ямалли плансене уйрăмах Патăрьел, Нăрваш Шăхаль, Туçа, Шăнкăртам ял тăрăхĕсенче начар мар пурнăçласа пыраççĕ. Алманчă, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ, Аслă Чемен, Сăкăт, Турхан, Çĕньял ял тăрăхĕсенче ку ыйтупа тимлемелли сахал мар-ха. Çул-йĕр ыйтăвĕпе илес пулсан вара çакна палăртса хăвармалла. 24 çухрăм автоçула тума тата юсама 153 миллион тенкĕ пăхнă. Вăл шутра Яманчурел çулĕ, Шăнкăртамри Чебоксаркая урамра ку ĕçсем вĕçленсе пыраççĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи Полевая урамра та çул сарма пикеннĕ. Тĕпрен илсен, кашни ял тăрăхĕнчех çакнашкал ĕçсем начар мар пыраççĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа çуртсене тĕпрен юсамалли республика прграммипе килĕшỹллĕн нумай хваттерлĕ икĕ çурт тăррине улăштарнă, Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнче патшалăх çуртĕнче пурăнакансен çурт таврашне тирпейленĕ. "Ку чухнехи хула хăтлăхне йĕркелесси" пограммăпа килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи Кепе юханшывĕ хĕррине тата Хирти Пикшикри сквера 8,5 миллион тенкĕлĕх хăтлăх кỹмелле. Люля поселокĕнчи плотинана тĕпрен юсасси те малалла пырать. Урăхла каласан, районăн тĕп тĕллевĕ - халăха ĕçлеме те, пурăнма та, канма та, çамрăксене аталанма, çирĕп сывлăхлă çитĕнме кирлĕ услови туса парасси. Акă, "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Первомайскинчи, Хирти Пикшикри вăтам шкулсен никĕсĕсем çинче ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантармалли центрсем уçаççĕ. Первомайскинчи шкулта "Команда нашего двора" проектпа килĕшỹллĕн хăтлă хоккей коробки пулмалла. Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул ку чухнехи 3D-класс йĕркелеме пултарнине, хăватлă компьютерсемпе пуянланнине те ырламалла.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тунă тĕп докладран Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра начар мар аталанса пынине каламалла. Пуçару бюджечĕпе ырă тĕслĕх кăтартакансем те республикăра Патăрьелсемех. Ял тăрăхĕсенче халăхпа пая кĕрсе хăтлăх тăвакан объексем сахал мар. Çак ыйтупа вĕсем малашне те хавхаланса ĕçлеме хатĕр, анчах халăхран пуçтаракан укçан проценчĕ пирĕн районшăн пысăк пулнине (40 процент) пăшăрханса пĕлтерчĕ Туçа ял тăрăх пуçлăхĕ Константин Углев.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хак парса Юрий Васильев, Николай Малов, Юрий Исаев тухса калаçрĕç, Патăрьелсен ĕçченлĕхне, çулсеренех пĕр тикĕс аталанса пынине, çав вăхăтрах хăш-пĕр енсемпе республика шайĕнче тата ытларах ĕçлемеллине те палăртрĕç. Ăнăçупа çитĕнĕвĕн чикки çук. Ăна анлă çул çине кăларакан тĕп вăй - ĕç çынни. Çавăнпа та паянхи влаçпа халăх хушшинчи пысăк ăнланулăх çеç Патăрьелсене малалла та пĕр тикĕссĕн аталанма пулăшнине палăртрĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертỹçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче.

А. ЕГОРОВА.

Хаклав

Татьяна ПОЛЯКОВА, ĕç ветеранĕ:

- Районăн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулĕнчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне начар мар хак паратăп. Хамăр ен аталанăвĕшĕн, ялта пурăнакан çынсен пурнăçĕ çултан-çул хăтлăланса пынăшăн савăнатăп çеç. Докладра та кун пирки нумай тĕслĕх пулчĕ. Ĕçлекенĕн, паллах, çитменлĕх тупăнатех, ĕçлемен çыннăн çеç çук вăл. Канашлура шута илме сĕннĕ ыйтусем пирĕн районшăн пысăк чăрмав мар тесе шутлатăп.

АВАНГАРД



06 августа 2019
11:08
Хроника
Поделиться