Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чиркÿ уявне хатĕрленсе

Христос тĕнне ĕненекенсем çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Çветтуй Троица кунне паллă тăваççĕ.

Унччен ял-йыш масара тирпейлерĕ. Сăмахран, Элĕк районĕнчи Йăранар çăвине тасатнă. Патăрьел районĕнчи Шăхач масарĕнче хурал пỹрчĕ тунă, унтан хăрăк-харăка, типĕ курăка илсе тухнă. Троица умĕн ăна Турхан чиркĕвĕн настоятелĕ Петр атте сăвапланă. Кĕçĕн Патăрьелте тата Кивĕ Катекре часавай уçнăĕ.Патăрьел районĕнче чиркỹпе часавай 14-шар, мечĕт 19.

Кĕçĕн Патăрьелте кĕлĕ ирттерме Тăрăн ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Константин Михее, «Исток» АФ ертỹçи Александр Илюткин, ял-йыш хутшăннă. Масара тирпейленĕ, унăн çулне йĕркене кĕртнĕ, шыв пăрăхне улăштарнă.

Вăрнар районĕнчи Мулакасси Мăрат тата Çĕнĕ Кипек çыннисем те масара тасатнă, ун тавра çĕнĕ карта тытнă.

Хыпар



14 июня 2019
09:00
2019 год
Поделиться