Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеше 100 çулхи юбилейпе саламланă

Майăн 2-мĕшĕнче Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Георгий Савинов çĕр çулхи юбилейне паллă тунă. Ентеше пĕр ĕмĕр ячĕпе саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, республикăри АПК ветеранĕсен канашĕн членĕсем, ытти сумлă хăнасем хутшăннă.

Г. Савинова 1937 çулта Аслă Арапуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах çакăнтах математика предметне вĕрентме шаннă. Каярах Новосибирск облаçĕнчи пĕлỹ çуртĕнче икĕ çул завучра тăрăшнă. 1940 çулхи февральте вăл Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. 1941 çулта Иркутскинчи çар авиатехника училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пирĕн ентеш авиамеханик пулса тăшмансене хирĕç çапăçнă.

Георгий Савинов 1945 çулхи ноябрьте тăван килне таврăнсан халĕ Улатăр районне кĕрекен Кивĕ Эйпеçри вăтам шкулта учительте, Первомайскинчи ВКБ (б) райкомĕн аппаратĕнче, Первомайски районĕнчи исполком председателĕн заместителĕнче ĕçленĕ. 1948 çулта Георгий Ивановича Горькинчи партин аслă шкулне вĕренме янă. Унтан вĕренсе тухнă хыççăн ăна Первомайски райисполком председателĕн заместителĕ, 1952 çулта председателĕ пулма суйланă. 1960-1962 çулсенче - Шăмăршăри, 1962-1964 çулсенче - Патăрьелĕнчи райисполком председателĕ. 1966-1970 çулсенче Патăрьел райпотребсоюзĕн председателĕнче, 1970-1979 çулсенче патшалăх тĕп хатĕрлев инспекторĕнче тăрăшнă. Шупашкарти пĕрремĕш çăкăр завочĕн техника хăрушсăрлăхĕн тата гражданла хỹтĕлев инженерĕнче ĕçленĕ. Ăна Чăваш АССР Верховнăй Канашĕн, районсенчи Канашсен депутачĕсене суйланă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та обществăлла ĕçсене хастар хутшăннă.

Мăшăрĕпе Антонина Янасловăпа икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Георгий Ивановича Тăван çĕршывăн вăрçин иккĕмĕш степеньлĕ тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденсемпе, икĕ хутчен "Çапăçури паттăрлăхшăн" тата ытти юбилейлă медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă.

(Хамăр корр.)

Авангард



14 мая 2019
09:59
2019 год
Поделиться