Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Епархи епископĕ -Патăрьелĕнче

 

Мартăн 16-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи Державнăй Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркÿре Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн епископĕ Феодор округри священниксемпе пĕрле престол праçникĕпе çыхăннă Турă литургине ирттернĕ.  Кĕлле район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Николай Ялуков, чиркĕве çÿрекенсем хутшăннă.

Çак храмăн иерейĕ Александр Синяков пĕрлехи кĕлле хутшăнакансене тав тунă.

Р. Селиванов чиркĕве пĕрлехи вăйпа туса пĕтерессине шанса тăнине пĕлтернĕ, сăваплă ĕçе хастар хутшăнакансене ырăпа аса илнĕ. Çавăн пекех строительствăра палăрнисене прихут Тав çырăвĕсемпе чысланă.

А. Иванов



19 марта 2019
10:01
Поделиться