Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

«Юмах» ача садĕнче «Чăваш Енĕн 2019 çулхи воспитателĕ» республика конкурсĕн муниципалитет шайĕнчи ăмăртăвĕ иртнĕ. Конкурса хутшăнакансемпе райадминистрацин çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Николай Анисимов «Профессионал калаçăвĕ» ток-шоу ирттернĕ. Жюри членĕсем воспитательсене тĕрлĕ енлĕ хакланă, пуçарулăхпа танах ача-пăчапа пĕр чĕлхе тупма пултарнине, кирек мĕнле ĕçе те пултарулăх шайĕпе татса пама май шыранине шута илнĕ.

Хыпар, 15.03.2019



15 марта 2019
09:12
Поделиться