Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă ăрурисемпе çамрăксен тĕл пулăвĕ

Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ умĕн Патăрьелĕнчи "Бизнес-инкубаторта" аслă ăрурисемпе çамрăксен тĕл пулăвĕ иртрĕ.

Мероприятие районти вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова уçрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов çар службинче тăнисен районти пĕрлешĕвĕсене туса хуни, вĕсем çитĕнекен ăрушăн тĕслĕх пулнине палăртрĕ. "Арбатра" моряксен, сывлăш çар вăйĕсен, çĕршыв тулашĕнче службăра пулнисен, культурăпа кану паркĕнче пограничниксен, Пенси фончĕн районти управленийĕпе юнашар десантниксен палăкĕсемпе стеллисем тата ыттисем çĕкленчĕç. Вĕсен умĕпе иртнĕ чух салтак аттине тăхăннă кашни çын хăй те служба кунĕсене аса илетех.

Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов, хĕçпăшаллă вăйсен ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ С. Шадиряков, "Афганистан ветеранĕсен канашĕ" обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ Ф. Сулейманов сăмах илчĕç унта. Районти çарпа патриотла "Юнармия" уйрăмĕн председателĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти В. Антиповпа пĕрремĕш вăтам шкулти Ю. Васюткин ОБЖ вĕрентекенĕсем, çар ретне тăма хатĕрленекен призывниксемпе ĕçлекен методист В. Солдатов тата ыттисем те ачасемпе çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçе мĕнлерех йĕркеленипе паллаштарчĕç.

Çарпа патриотла сакăр клуб ĕçлет районта. Вĕсене агропромышленность техникумĕнче, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш, Первомайскинче, Тутар Сăкăтĕнче Р. Куликов, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта М. Валитов, Ыхра Çырминче Б. Рахимов, Сăкăтри вăтам шкулта П. Кариков ячĕсемпе йĕркеленĕ.

Районта çарпа патриотла "Юнармия" обществăлла юхăма 2016 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче туса хунă. Халĕ ун йышĕнче 14 шкулти 326 çамрăк тăрать. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çарпа патриотла воспитани парас тата граждансене çар службине хатĕрлес енĕпе зонăри центр йĕркеленĕ. "Çамрăк пограничниксен", "Çамрăк десантниксен", "Çамрăк моряксен" кадет класĕсем пур.

Çавра сĕтел хушшинчи калаçура обществăлла тата ветерансен организацийĕсем çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшне, çитĕнекен ăрăва çĕршыв хỹтĕлевçисем пулма хатĕрленине те пăхса тухрĕç.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 15 ачана "Юнармия" йышне илчĕç.

Мĕнле пĕтĕмлетỹ тума пулать-ха çакăнтан: власть органĕсем, вĕрентỹ, обществăлла тата ытти организацисем патшалăхăн патриотла воспитани парас ĕçне пурнăçа кĕртес енĕпе курăмлă вăй хуни сисĕнетех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард, 26.02.2019



26 февраля 2019
00:00
Хроника,
2019 год
Поделиться