Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килĕштерсе вăй хурсан ĕç ăнать

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура муниципалитетсен аталану çулне çивĕчлетсе çапла каларĕ: "Малалла тухăçлăн утăмламашкăн халиччен тунă ĕçсене пăхса тухса пĕтĕмлетни, юлса пынин сăлтавĕсене тĕплĕн тишкерни, çивĕч ыйтусене татса памалли çул-йĕрсене палăртса хуни пысăк пĕлтерĕшлĕ". Çĕнĕ çул хыççăн Юхпапа Пăла тăрăхĕнче вырăнти халăхпа йĕркеленĕ пухусенче поселени пуçлăхĕсем çак тĕллевпе тулли отчетсем турĕç. Вĕсем 19 ял тăрăхĕнче те иртрĕç. Çак кунсенче Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕпе Александр Алексеевич Майрушкинпа тĕл пулнă вăхăтра та иртнĕ çулта тĕрлĕрен программăпа тата халăх вăйĕпе пурнăçланă ĕçсем, малашлăхра канăçсăрлантаракан ыйтусем пирки калаçу пуçартăмăр.

-Александр Алексеевич, вырăнти муниципалитетсен тĕп тĕллевĕ - çынсене пурăнма лайăх условисем туса парасси, вĕсен нушисем çине тимлĕх уйăрасси. Çак ыйтусене хăвăрăн ял поселенийĕнче мĕнлерех шайра татса паратăр?

- Чăн малтанах çакна каласшăн. Хальхи вăхăтра вырăнти влаçпа халăх хушшинчи ăнлануллă çыхăну питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен хамăр пурăнакан тăрăха çулсеренех çĕнетес, хăтлăлатас тесен пĕрле хутшăнса ĕçлеме, кирлĕ пулсан тăкакланма та тивет. Территоринче вырнаçнă мĕн пур социаллă культура объекчĕсене юсама, тирпейлеме, ытти ĕçсене пурнăçлама поселенин майĕ те çук, хысни те çителĕксĕр. Апла пулин те май пур таран тĕрлĕрен программăна пая кĕрсе патшалăх пулăшăвĕпе ырă улшăнусем тума, халăхăн ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшатпăр.

- Калаçăва урăх еннелле куçариччен 2018 çулта ял тăрăхĕнче пурнăçланă пысăкрах ĕçсем пирки асăнса хăварăр-ха...

- Иртнĕ çул Çĕнĕ Ахпỹртре хута кайнă хоккей площадки ачасемшĕн çеç мар, аслă çулхисемшĕн те сывлăха çирĕплетмелли вырăн пулса тăчĕ. Паян кунта республика шайĕнчи ăмăртусем те иртеççĕ. Пĕлтĕр Çĕнĕ Ахпỹртри ача сачĕн çурт тăррине çĕнетрĕмĕр, шкулта туалет пỹлĕмĕсем тунă, электропроводсене улăштарнă, Ленин урамĕнчи 2 çухрăм çула вак чулпа тикĕсленĕ, масар енне тăсăлакан çула йĕркене кĕртнĕ. Татмăшра çĕнĕ ФАП хута кайни те патшалăх программипех çыхăннă. Кунтах халăх пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе Калинин урамне тата масар çулне тирпейленĕ, шкул-садик столовăйĕнче те чылай улшăну тунă. Кивĕ Катексен хастарлăхне те палăртса хăвармалла. Кунта ыр кăмăллăх меслечĕпе часовня купаланă, Николаев урамĕн пĕр пайне вак чул сарнă. Урăхла каласан, ял тăрăхĕ халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен ырă улшăну пулатех. Ку тĕлĕшпе кăçал та çине тăрсах вăй хурасшăн.

- Ял тăрăхĕнче социаллă культура объекчĕсем те, вĕренỹ учрежденийĕсем те, ял хуçалăх предприятийĕсем те, фермер хуçалăхĕсемпе предпринимательсем те, суту-илỹ магазинĕсем тата ыттисем те пур. Апла пулин те паян ялсенче ĕç вырăнĕ çитменни çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Тĕрĕссипе поселени енчĕкĕ, налук кĕресси те çакăнпах çыхăннă-çке. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

- Виçĕ ялтан тăракан ял тăрăхĕ пĕчĕкех мар, 962 хуçалăхра 2405 çын пурăнать. Паян бюджет организацийĕсенче 150 çын тăрăшать, 121-шĕ вара ытти регионсене кайса ĕçлет, 12-шĕ районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăрать. Ял халăхĕн ытларахăшĕ хăйсен çĕр пайĕ çинче пахча çимĕç ỹстерсе, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерсе пурнăçа сыпăнтарса пырать. Пытарма кирлĕ мар, хамăр пурăнакан тавралăха хăтлăлатасси, кашни çын ăнланулăхĕнчен, вăл налука вăхăтра тỹлесе пынинчен те килет. Ку тĕлĕшпе иртнĕ çул тăхăр тĕрлĕ налукран виççĕшĕнпе пирĕн план тулман. Кăçал ял хуçалăх, уйрăм çынсен пурлăх тата аренда çĕрĕшĕн тỹлекен налуксене пуçтарассипе тимлĕрех ĕçлеме тивĕ.

- Александр Алексеевич, паян сирĕн пата умлă-хыçлах çынсем хăйсен ыйтăвĕпе кĕчĕç. Ял пуçлăхĕ патне килекен граждансем пăшăрханса, ỹпкелешсе калаçаççĕ е çемье проблемисене татма пулăшу ыйтаççĕ-ши?

- Ун пекки те, кун пекки те пур темелле. Çуркунне çывхарса килнĕ май çĕр участокĕпе вăхăтлăха усă курас текенсем йышлă. Çемьери пăтăрмахсене тирпейлеме пулăшу ыйтакансем те пур. Акă, Кивĕ Катекри В. Павлов фермер хуçалăхне уçас тĕллевпе ĕç-пуçа ăçтан пуçăнмалли пирки кăсăкланма килнĕ. Тăрăшуллă арçын ĕне-выльăх фермине уçас тĕллевлĕ. Сăмах май каласан, пирĕн ял тăрăхĕнче 22 фермер шутланать. Вĕсем ытларах пахча çимĕç туса илессипе ĕçлеççĕ.

- Хĕллехи çула пăхса тăрасси тата хытă каяш ыйтăвĕ пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Çулсене юртан тасатса тăма виçĕ организаципе килĕшỹ тунă: В. Солдатов, "Стройкомфорт" тата "Корма" обществăсем. Паллах, ку ыйтупа кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме çук. Çапах та юр çунă хыççăн çулсене вăхăтра тасатма тăрăшатпăр. Çак сăлтавпа пăтăрмахсем пулман. Хытă каяша пуçтарма тата илсе тухма ял тăрăхĕнче 16 вырăн уйăрнă. Ку ыйтупа малалла ĕçлетпĕр.

Альбина Егорова калаçнă.

Авангард, 19.02.2019



19 февраля 2019
11:23
Хроника
Поделиться