Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Операцисене шута та илмелле, пăхăнмалла та

ÇУЛ-ЙĔР çинчи автоаварисен шутне чакарас тĕллевпе республика шайĕнче тăтăшах профилактика мероприятийĕсем йĕркелеççĕ, рейдсем ирттереççĕ. Апла пулин те пăтăрмахсем вăхăтран-вăхăта тупăнсах тăраççĕ.

Нарăс уйăхĕнче çеç районти çул-йĕр инспекторĕсем тăватă хутчен ятарлă операцисене хутшăнĕç. Иртнĕ эрнекун пакунлисем "Çуран çỹрекен. Çул урлă каçмалли вырăн" ятпа ятарлă рейд йĕркеленĕ. Нарăсăн 14-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасене сыхлакан хатĕр" операци иртет. Ун чухне гаишниксем водительсене чарсан чăн малтан салонта ларса пыракансем хăрушсăрлăх пиçиххине çыхăннине тĕрĕслĕç. Çитес юнкун "Техника тĕрĕслевĕ", Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен уявĕпе çыхăннă кунсенче -нарăсăн 22-23-мĕшĕсенче- "Ỹсĕр водитель" операцисем пулаççĕ. Кашни уйăхра палăртакан ятарлă кунсене водительсен шута илмеллех. Вĕсем пурте çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа, çыннăн пурнăçĕпе çыхăннă.

Авангард, 12.02.2019



13 февраля 2019
09:50
2019 год
Поделиться