Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чун ăшшине шеллемесен сунар савăнăç парнелетех

Январь пуçламăшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта сунарçăсен канашлăвĕ иртрĕ. Çавра сĕтел хушшинче йĕркеленĕ мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов, Патшалăх техника надзорĕн районти аслă инспекторĕ И. Васильев, республикăри Росгварди пайĕн лицензипе ирĕк паракан уйрăмĕн начальникĕ А. Антипов тата сунарçăсем хутшăнчĕç.

Ухатана каякансем паян çуран çỹремеççĕ, ытларахăшĕ юр çийĕн пыракан хатĕрпе е квадроциклпа çула тухаççĕ. Вĕсемпе усă курас тесен техникăна вăхăтра патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. Районта 11 снегоходпа 5 квадроцикла шута илнĕ, анчах регистрациленменнисем те пуррине пĕлтерчĕ И. Васильев аслă инспектор.

Çут çанталăкран илме кăна мар, пама та пĕлмелле. Вăрманти кайăксемпе тискер чунсем те çынран тимлĕх, пулăшу ыйтаççĕ, çакна шута илсе вĕсене хĕллехи вăхăтра тырă, тăвар памалла. Республикăри çут çанталăк министерствин "Чĕр чунсене тата уйрăм çут çанталăк территорие сыхлакан дирекци" учрежденин аслă инспекторĕ А. Кудрявцев сăмах илнĕ май хир сыснисене, пăшисемпе хир качакисене, мулкачсене апатлантарнине, çавна май чĕрнеллĕ чĕр чунсен шучĕ нумайланнине пĕлтерчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи кĕске хỹресене тытма ытти çĕрти сунарçăсем те килеççĕ-мĕн. Андрей Михайлович пĕр вăхăт район территорийĕнчи вăрмансенче кашкăрсем пулнине, вĕсенчен иккĕшне персе вĕлернине асăнчĕ. Карăксем юрлама тытăннă вăхăтра унти йывăçсене кас-ма юраманнине те аса илтерчĕ.

Пĕлтĕр районта кайăк грипне тупса палăртрĕç. Чир ирĕкри вĕçен кайăксене те ерме пултарнине шута илсе вĕсене те тĕрĕсленĕ. Амака сарăлма паман. Вăхăтра профилактика мероприятийĕсене йĕркеленин усси пулнах.

2017 çулта Пăрачкав районĕнче сыснасен африка чумине регистрациленĕ тĕслĕх пулнăччĕ. Хăрушă чир пирки кĕскен районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов каласа пачĕ. Вăл хир сыснисене пусса тирпейленĕ чухне гигиенăна пăхăнмаллине, вăрмантан килсен килти сыснасем патне витене виçĕ кун кĕмелле маррине асăрхаттарчĕ.

Вăрманта хальхи вăхăтра туса ирттерекен ĕçсемпе Патăрьелĕнчи сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Е. Алешев, "Люльское" сунар хуçалăхăн представителĕ Х. Басыров паллаштарчĕç.

Сунара пăшалсăр каяймастăн. Пемелли хатĕре вăхăтра регистрацилемеллине, усă курманнисене килте тытма юраманнине республикăри Росгварди пайĕн лицензипе ирĕк паракан уйрăмĕн начальникĕ А. Антипов каларĕ. Шел пулин те, районта пурăнакан икĕ çын шута илмен пăшалпа сунара тухнă, вĕсене Комсомольскинче тытса чарнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард,29.01.2019



29 января 2019
18:03
2019 год,
2019 год
Поделиться