Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Бизнес-инкубаторта сунарçăсен канашлăвĕ иртнĕ. Тĕп ыйту — Юхмапа Пăла тăрăхĕнче  сыснасене  Африкамурĕпе чирлеттерес мар тесе ятарлăĕç-хĕл туса ирттересси. Унăнĕçне Патшалăх ветеринари службин Патăрьелти уйрăмĕн пуçлăхĕ,«Охотрыболовсоюз» председателĕ, «Люльское», «Шыгырданы» сунар  хуçалăхĕсен ĕçченĕсем,  сунарçăсем хутшăннă. Канашлăва райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ — экономика, ял хуçалăхĕ, çĕр татапурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Леонид  Кузнецов йĕркелесеертсе пынă. Патăрьелти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Петр Ефимов сыснасен Африка мурĕпе, кайăк грипĕпеçыхăннă лару-тăрупа паллаштарнă. Вăрмансенче чĕр чунсене тăрантарас енĕпе епле ĕçлени çинчен «Охотрыболовсоюз» председателĕпе Евгений Алешевпа «Люльское» сунар хуçалăхĕн ĕçченĕХарис Басыров каласа кăтартнă.

Хыпар, 25.01.2019



25 января 2019
22:44
2019 год,
2019 год
Поделиться