Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патшалăх пулăшăвне - электронлă майпа

Хальхи вăхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă мелпе пурнăçласси çултан-çул анлăн сарăлать. Ку тĕлĕшпе РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕнче те патшалăх пулăшăвне электронлă майпа усă курасси ăнăçлă пулса пырать. Паян çак меслетпе автомототранспортпа вĕсен прицепĕсене регистрацилеме, автомототранспортпа çỹреме экзамен тытма, водитель удостоверенине илме май пур. Акă, сăмахран, 2018 çулта РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмне патшалăх çăмăллăхне пирĕн урлă илес тĕлĕшпе 9673 ыйту кĕнĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕ - 5785-шĕ - транспорт хатĕрне регистрацилессипе çыхăннă. Унсăр пуçне 3888-шĕ экзамен тытма ыйтса çырнисем. Çакна та палăртса хăвармалла. Граждансен 74,5 проценчĕ патшалăх çăмăллăхĕсене электронлă майпа усă курма заявлени çырнă.

Порталта регистрациленес тесен гражданинăн анкетăра ятне, хушаматне, ашшĕ ятне кăтартмалла, СНИЛС, ИНН номерĕсем, вăл пурăнакан вырăнти почта адресĕ, телефон номерĕ тата электронлă почта адресĕ кирлĕ.

2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен патшалăх çăмăллăхĕсемшĕн тỹлекен пошлина 30 процент сахалтарах пулать. Çак çăмăллăхпа усă курас тесен Патшалăх çăмăллăхĕсене паракан портал урлă заявлени çырмалла. Сирĕн кабинета ведомство счет тăратнă хыççăн тỹлеме пултаратăр. Ăна вара банк карти, электронлă енчĕк, кĕсье телефонĕ урлă та пурнăçлама пулать.

Н. СУГУТСКИЙ, РФ ШĔМĕн "Батыревский" РЭО ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ



23 января 2019
09:30
2019 год
Поделиться