Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

700 ытла çын вакка чăмса тухнă

Православи тĕнчи январĕн 19-мĕшĕнче Иисус Христоса Иордан шывĕнче тĕне кĕртнине паллă турĕ.

  Кăшарние Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те анлăн уявларĕç: чиркÿсем кĕлле кĕчĕç, шыв сăвапларĕç; Патăрьелĕнче, Алманчăра, Чăваш Ишекĕнче, Тури Чакăра, Сăкăтра, Сителте, Çăл Атăкра чÿхенсе тухмалли вырăнсем Турра ĕненекенсене хапăл пулчĕç. Маларах вĕсенче вак каснă, йĕри-таврари юра тасатнă, ятарлă каçмасем ăсталанă, салтăнса тăхăнма палаткăсемпе кабинăсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех хăрушсăрлăх йĕркисемпе тивĕçтерес тĕллевпе МЧС, васкавлă пулăшу, полици служби  ĕçченĕсенчен дежурство йĕркеленĕ.

Кăçалхи  Кăшарни пит-куçа чĕпĕтмерĕ, çанталăк çурхи кунсене аса илтерчĕ. Çавна май Сител кÿллине халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Марков протоиерей тата Первомайскинчи Христос çурални ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Сергий Пегасов протоиерей вакăри шыва кĕл туса тасатнă хыççăн хăйсем те чÿхенчĕç. Ырă йăларан район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял пуçлăхĕсемпе организаци-учреждени ертÿçисем тата ыттисем те ютшăнмарĕç, виçшер хутчен чăмса тухрĕç. Шывран тухакансем вăй-хăват, кăмăл-туйăм палăрмаллах лайăхланнине палăртрĕç.

Алманчёри сёвапланё вакёра ви=. хутчен шыва к.рекенсенчен  чи к.=.ннисем 5 =улхи Денис Федоровпа 7-ри Влада Краснова пулнё?

Каярахпа  Рудольф Селивановпа Николай протоиерей Сăкăтсене те Кăшарни ячĕпе вакă умĕнче саламланă.

+ак  кун Юхмапа  Пёла тёрёх.нче 700 ытла =ын вакка чёмса тухнё?

А. Иванов



23 января 2019
09:28
2019 год
Поделиться