Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Раштав çăлтăрĕ- 2019"

Çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас, вĕсен ăсталăхне ỹстерес, тĕн культурине хисеплеме вĕрентес тĕллевпе Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче "Раштав çăлтăрĕ-2019" фестиваль иртрĕ.

Уява хутшăнакансене тата хăнасене Улатăр-Пăрачкав епархийĕн III-мĕш округĕн благочиннăйĕ, Туçари Çветтуй-Троица чиркỹ настоятелĕ Н. Марков саламласа савăнăçлă мероприятие ирттересси йăлана кĕрсе пынине, унта хутшăнакансен йышĕ ỹснĕçем ỹснине палăртрĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова кашни пуçăннă ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Фестивале пачăшкăсем, ăсталăх коллективĕсем, вырсарни шкулне, шкул çулне çитмен учрежденисене çỹрекенсем, шкулсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

Сцена çине 200 ытла ача тухрĕ. Юрăсенче, сăвăсенче, инсценировкăсенче вĕсем Раштав уявĕн савăнăçĕпе çутăлăхпе кăтартса пачĕç.

А. ИВАНОВА

авангард, 15.01.2019



15 января 2019
11:42
2019 год
Поделиться