Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт мастерĕн нормине тултарчĕ

Хусан хулинче "Корэш" мелĕпе кĕрешсе Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унти ăмăртусене 32 регионти 200 ытла спортсмен хутшăнчĕ.

Чăваш Республикин чысне пирĕн районти 8 кĕрешỹçĕ хỹтĕлерĕ. Спортсменсене ăмăртусене ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Э. Мтеев хатĕрленĕ.

Çивĕч тупăшура 2000 çулсенче тата унтан маларах çуралнă арçынсем хушшинче Р. Садаров иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Ринас Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ.

Кĕрешỹçĕсене инçе çула тухма Чăваш Республикинчи "Корэш" кĕрешỹ федерацийĕн президенчĕ Ф. Чабатов пулăшрĕ.

А. ИВАНОВА



14 декабря 2018
09:29
Хроника
Поделиться