Чăваш Республикин наци библиотекинчи „Кĕмĕл ĕмĕр“ салонĕнче çĕнĕ курав уçăлчĕ. Вернисажра – Патăрьел районĕнчи Турханта вун икĕ хут иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери Кокель пленэрĕнче çырнă ÿкерчĕксем.
Марина Карягина, Юрий Васильев
Пуçарса янăранпа 12 çул кăна иртрĕ-ха, çапах çак кĕске хушăра Кокель пленэрĕ Чăваш Енĕн хăйне евĕр ÿнер сăн-сăпачĕ пулса тăчĕ. Çулсерен пĕтĕмлетÿллĕ куравсем ирттерни вара нумай тĕслĕ йăлкăшакан, Украинăпа Беларуçри, Раççейри тĕрлĕ халăх художникĕсене пĕрлештерекен юрă-кĕвĕллĕ туслăх уявне çаврăнать. Патăрьелти ÿнер шкулĕн 5 уйрăмне çÿрекен чи пултаруллă ачасене уйрăмах ăннă: ÿкерÿ ăсталăхне алла илсе пыракан çамрăк художниксем иккĕмĕш çул яла инçетрен килнĕ пысăк маçтăрсемпе юнашар тăрса ĕçлеме, вĕсем мĕнле çырнине сăнама, ăсталăх сехечĕсенче ăс пухма май пур.Суйласа илнĕ картинăсен куравĕнче – Чăваш Енĕн сумлă çыннисен портречĕсем, чăваш хĕрарăмĕн, арçыннин сăнарĕсем, тавралăх: ĕмĕрсем иртсен: „Акă мĕнлерех пулнă 21-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсем!“ - темелĕх.
Çулсерен пленэр кулленлĕхне çĕнĕлĕхпе пуянлатма мĕн те пулин шутласа кăларакан Владимир Васильев йĕркелÿçĕ, ку сăваплă ĕçрен нихçан та айккинче юлман Ревель Федоров Раççей халăх художникĕ кашни çутă пулăм пирки асилсе, ăна Кокель ячĕпе çыхăнтарса, хавхаланса каласа пачĕç. Ку ĕç пуçламăшĕнчех пысăк тĕллеве çаврăннă: пленэра килекен ăстасем парнелесе хăварнă картинăсенчен аслă художник çуралса ÿснĕ Патăрьел тăрăхĕнче ялти картина галерейи уçмалла. Хальлĕхе 150 хайлав пуçтарăннă. 12 çул хушшинче Турханта виçĕ çĕршыври 139 художник ĕçленĕ. Пленэр тени тăкаксăр мар, анчах чăрмавсене парăнмасăр, çулсерен йĕркелÿ ĕçне ытларах та ытларах çынна явăçтарса, пуçаруçăсем хăйсен умне çĕнĕ тĕллевсем лартаççĕ.
Источник: http://chgtrk.ru/news/21295
Наци библиотекинче Кокель пленэрĕнче çуралнă чи чаплă ÿкерчĕксен куравĕ ĕçлет
Дополнительно
23 ноября 2018
10:52