Патăрьел районĕнчи Тикешре çуралса ӳснĕ Владимир Барышников сад-пахчаçăна хамар тăрахра çеç мар чылай аякра та аван пĕлеççĕ. Мĕн ачаран çĕр ĕçне юратаканскер Патăрьелти улма-çырла питомникĕн ертӳçинче чылай тăрăшнă вăл. Икĕ çул каялла вара Республикăри улма пахчисене тĕпрен лайăхлатас тата çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕллевпе пархатарлă ĕç пуçарнă. 11 гектр çĕр лаптăкĕ çинче питомник йĕркеленĕ.