Виçĕм кун Шупашкарта, филармонии çуртĕнче
Патăрьелсен ентешлĕхĕн уявĕ иртрĕ. Районта çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем 11-мĕш тĕл пулăва
Çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкне халалларĕç. Çавна май патăрьел тăрăхĕнче çуралса ỹснĕ Спортсменсенен, ЧР Президент стипендине тивĕçнĕ маттур яшсемпе хĕрсене чысларĕç.
Ентешлăх ертỹçи А.В.Якушкин пĕлтĕрхи ĕçсемпе паллаштарчĕ, тĕллевсене палăртрĕ. Пухăннисем валли савăнăçлă концерт пулчĕ. Кăçалхи ентешлĕх уявĕ тата акă мĕнпе асра юлчĕ% кунта ентешлĕх правленийĕн членĕсем сĕннипе çамрăк талантсене пулăшас тĕллевпе фонд йĕркеленчĕ.