Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çỹп-çап ыйтăвне вырăнтах татса пама май пулать

РЕСПУБЛИКĂРА кăçалтан коммуналлă хытă каяшсене турттарассипе "МВК "Экоцентр" пĕрлешỹ ĕçлеме тытăнни пирки хамăр хаçатра пĕрре мар çыртăмăр ĕнтĕ. Çавăн пекех хăш ял тăрăхĕнчен хăш кун çỹп-çапа илсе тухмалли графике те пичетлерĕмĕр. Анчах районта пурăнакансен пĕрех ăнланман ыйтусем, пăшăрханмалли сăлтавсем пулма пултараççĕ. Вĕсене татма кашниех Шупашкара çитеймест. Халь "МВК "Экоцентр" пĕрлешĕвĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсемпе ĕçлекенĕ пур _ Лев Федорович Уфуков. Унпа 62-7-02 телефон номерĕпе çыхăнма пулать.