Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăван районта пурăнакансем! (поздравление Главы администрации района)

 Пĕтĕм чунтан сире чи кĕтнĕ, кăмăллă уявсемпе- Çĕнĕ çул тата Христос çуралнă кун ячĕпе- саламлатăп. Ку уявсем ыттисем пек мар. Вĕсем кашнин чунĕнче çутă туйăм тата мăнаçлăх, çитес çула кĕме ырă шанăç вăратаççĕ. Иртсе кайнă çул района çĕнĕ çитĕнỹсем илсе килчĕ: общество ăс-тăнĕнче тăнăçлăх çирĕпленчĕ, экономика палăрмаллах тĕрекленчĕ. Районĕпе 26,1 пин тонна тĕш-тырă, 16,5 пин тонна çĕр улми, 43 пин тонна сахăр чĕкĕнтĕрĕ туса илтĕмĕр. Пылак çимĕç рентабельлĕ культура шутланать. Çавăнпа районти 9 хуçалăх Пăвари сахăр завочĕ пулăшнипе 1402 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерчĕ. Ку программăпа 2005 çулта та хастар ĕçлесшĕн. Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров 2004 çулта ялсене çутçанталăк газĕ кĕртессине вĕçлесси пирки йышăннă Указ туллин пурнăçланать. Паянхи куна районта 56 ялтан 50-шне çутçанталăк ырлăхĕ анчĕ. Çитес вăхăтра тата тăваттăшне пăрăх хурса çитеретпĕр. Кăçал çеç 4757 çемье унăн ăшшипе усă курма пуçларĕ. Ку ĕçре чылай подрядчиксем вăй хучĕç. Уйрăмах "Чувашсетьгаз" (ертỹçи Валерий Ильин), "Чебоксарыстройгаз" (ертỹçи Михаил Краснов), "Спецмонтажгаз" (ертỹçи Александр Галков), Хусанти "Альтаир" (ертỹçи Игорь Коваль) пĕрлешỹсен, Пăвари "Буинская" мехколоннăн (ертỹçи Рустем Хамидуллин) пĕрлешỹсен ĕçченĕсене тата ыттисене те ырăпа палăртса хăварас килет. Çул- йĕре юсас, тăвас ĕçре те улшăнусем пулчĕç. Çĕнĕ Ахпỹрт тĕлĕнчи кĕпере, Патăрьел- Сăкăт, Алманчă- Кзыл- Чишма- Красномайск, Çĕрпỹ- Ульяновск-Тăрăн автоçулсене юсаса тирпейленĕ. Пурнăç çĕнĕрен- çĕнĕ ыйтусем кăларса тăратать. Халĕ ĕлĕкхи çĕклемпе нумай малалла каяймăн. Çĕнĕлле шухăшлакан, çĕнĕлле ĕçлеме пĕлекен кадрсем кирлĕ. Вĕсене хатĕрлес ĕçе шкулсем пысăк тỹпе хываççĕ. Çавна май вĕренỹ çурчĕсене хальхи ыйтусене тивĕçтерекен 120 компьютер çитрĕ, 300 пин тенкĕлĕх спорт оборудованийĕпе пуянлантăмăр. 2004 çулта çеç виçĕ шкул автобусĕ хутшăнчĕ. Халĕ вĕсен йышĕ 12 çитрĕ. Шкулсене тĕпрен юсас тата кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçланă ĕçре 1 миллион та 500 пин тенкĕ укçа тăкакаларăмăр. 12 шкула газпа хутса ăшăтасси çине куçрăмăр. Первомайскинче вĕрентỹ центрĕ уçăлчĕ. Шкул çулне çитмен ачасен 56 проценчĕ ача сачĕсене çỹрет. Вĕрентĕве модернизацилесси маллалла та пырать. Культăрăра та çĕнĕлĕхсем пулчĕç. Кзыл- Чишмари, Шăхачри, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи, Сăкăтри вулав çурчĕсенче тĕслĕхлĕ библиотекăсем уçăрăмăр. Халĕ вĕсенче те компьютерсем, телевизорсем, видеомагнитофонсем пур. Вулакансем хăйсен пĕлĕвне, тавракурăмне кĕнекепе кăна мар, интернета кĕрсе те ỹстерме пултараççĕ. Унччен юмахри пек туйăннă япаласем пирĕн йăлара вырнаçни кашнин чĕринче савăнăç çуратать. Медицинăра ырă улшăнусем çук мар. Первомайскинче тата Хирти Пикшикре çемье врачĕн офисĕсене уçни, тĕп больницăри поликлиникăна, терапи, ача çуратакан уйрăмсене тĕпрен юсани чирлĕ çынсене медицина пулăшăвĕ парас ĕçре çăмăллăхсем кỹреççĕ. Халĕ апат хатĕрлекен блокра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Суту- илỹри ырă туйăмсене та палăртса хăварас килет. Магазинсемпе столовăйсене евроюсавсем туса çĕнетни, вĕсенчи таварсен ассортиментне пуянлатни, вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлени туянакансен кăмăлне тивĕçтерет. 2005 çул та çĕннипе лайăххи чылай пуласса шантарать. Халăх валли лайăх пурнăç условийĕсем туса парас, хуласен, поселоксен тата ялсен сăн-сăпатне, вĕсен экологи, эстетика тата культура лару- тăрăвне лайăхлатасса тĕллевпе республика Президенчĕ 2005 çула Парксен тата садсен çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Ку енĕпе ĕçлемелли пайтах-ха пирĕн. Икĕ хут пысăкрах вăй- хăватпа çурт- йĕр çавăрмалла, йала- йĕркесене хăтлăрах тумалла, социаллă инфраструктурăна аталантармалла, спорта йышлăн хутгшăнмалли условисене лайăхлатса пымалла. Тепĕр хут пурне те уяв ячĕпе сире! Çĕнĕ çул каçĕнче шухăшласа хунă ырă ĕмĕтсемпе шанăçсем пурнăçа кĕрсе пыччăр!


"Авангард" (газета Батыревского района)
01 января 2005
00:00
Поделиться