Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Поздравление главы Батыревского муниципального округа Рудольфа Селиванова с Днем чувашского языка.

Поздравление главы Батыревского муниципального округа Рудольфа Селиванова с Днем чувашского языка.

Хаклӑ патӑрьелсем, чӑвашсем!

 Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Ака уйӑхӗн  25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун, эпир кашни ҫулах Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑватпӑр.

 Чăваш чĕлхи – чи авалхи чĕлхесенчен пĕри. Вăл чăваш халăхĕн чи хаклă пуянлăхĕ, пирӗн ӑна типтерлӗн сыхласа упраса ӑруран ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел куҫарса пымалла.

«Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», - тенӗ  чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев.

Пурне те ҫирӗп сывлӑхпа ырӑ кӑмӑл-туйӑм сунатӑп.  Яланах тӑван чӗлхе ҫепӗҫлӗхне, хӑватне  туйса пурӑнмалла пултӑр!

Уяв ячӗпе!

 Патăрьел муниципалитет  округĕн пуçлăхĕ                Р.В.  Селиванов



25 апреля 2024
09:18
Поделиться