Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кивӗ Ахпӳртре палӑк уҫрӗҫ

Кивӗ Ахпӳртре палӑк уҫрӗҫ

Паян Кивӗ Ахпӳртре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура  ҫар флотне йӗркеленӗренпе 327 ҫул ҫитнине тӗпе хурса тата ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ,  флота чӗререн парӑнса унӑн ырӑ йӑлисене хисеплекен моряксене халалласа палӑк уҫрӗҫ.

Уява Патӑрьел муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Патӑрьелпе Шӑмӑршӑ округӗсен ҫар комиссарӗ Вячеслав Илюткин, Чӗмпӗрти  «Морское братство» пӗрлешӗвӗн председателӗ, 2-мӗш рангри капитан  Александр Емелькин, Туҫа территори пай пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Алена Мальцева, Ҫветтуй Троица  ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Николай Марков протоиерей тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ. Ял халӑхӗ те чылай пуҫтарӑнчӗ.

«Ҫак палӑк ялӑн чаплӑхӗ, ҫамрӑк ӑрура  патриотлӑх туйӑмӗ вӑратакан вырӑн пулса тӑрасси каламасӑрах паллӑ»,- палӑртса хӑварчӗ Рудольф Селиванов.

 



30 октября 2023
13:49
Поделиться