Акӑ, юпа уйӑхӗн 2 - мӗшӗнче, часовня хӗресӗпе куполне святить туса вырнаҫтарса хума отец Сергий, отец Александр тата благочинный Николай ҫитрӗҫ. Халӑх та йышлӑн пуҫтарӑнчӗ. Чӑнах та Первомайски территори пайӗнче халӑх тӑрӑшнипе тепӗр хитрӗ святуй вырӑн пулса тӑрӗ.