Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Чăваш чĕлхи кунĕ

Паян Шупашкарти Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă уяв иртрĕ. Çак сумлă уява Патăрьел муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ.

Ыр çын кайсан  ят юлать  теççĕ.  Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевăн ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрех пурăнĕ.  Сумлă та пысăк ĕçсемшĕн ăна кỹршĕллĕ халăхсем те манмаççĕ.  Эппин,  пирĕн те унăн ĕçне,  ырă шанăçне тỹрре кăларасчĕ. 

Иван Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чĕлхене упрама пиллесе хăварнă.  «Чĕлхе чечекленессси пĕтĕмпех сиртен килет»,  - тенĕ вăл. 

Пирĕн тăван чĕлхе сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать.  Пирĕн мăн асаттесем пин ҫул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама,  йăхран йăха халалласа пынă,  куç пек упраса пурăннă.  Тăван чĕлхепе тĕрĕс калаçасси,  çырасси - çыннăн культура шайĕ,  çавăнпа та пирĕн тăван чĕлхене упрамалла,  ăна ỹсме пулăшмалла.

Сире пурсăра та чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатпăр.  Çирĕп сывлăх,  пултаруллă ĕçре çитĕнỹсем,  телей тата ăнăçу сунатпăр.



25 апреля 2023
21:11
Поделиться