Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăрçă ветеранĕсене асăнса

Вăрçă ветеранĕсене асăнса

Иртнĕ шăматкун, апрелĕн 22-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕ çывăхне кĕреçе тытнă çынсем, ватти те вĕтти, йышлăн пуçтарăнчĕç. Кунта вĕсем ял хастарĕ, «Игорев паркĕ» çутçанталăкăн паллă вырăнĕн никĕслевçи Валерий Петрович Игорев пуçарнипе аслă çул хĕрринчи тырпул акма юрăхсăр самаях пысăк вырăнта икĕ пине яхăн юман ( пысăк пайне) тата чăрăш хунавĕсене лартса хăварчĕç. 

Çутçанталăк тусĕ лаптăка пĕлтĕр кĕркуннех çеремне хырса йăрансем тутарнă. Хăй вăйĕпех виçĕ çул ỹснĕ йывăç сапанĕсене тупса хатĕрлесе хунă. Лартнă çĕрте кĕреçепе чавса кăна мар, бензин вăйĕпе ĕçлекен пăрасемпе те анлăн усă курчĕç.

Пулас вăрмана Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕсене тата кайранхи тĕрлĕ çулсенчи вăрçă-харçăсене хутшăннă салтаксене асăнса пурăнма лартнă. Çавăнпа пархатарлă нимене В.П.Игорев тăванĕсемпе хурăнташĕсемпе, тус-юлташĕсемпе тата ял-йышсемпе пĕрлех республикăри Афганистанпа ытти вăрçăсен инваличĕсен тата çарта суранланнисен пĕрлĕхĕн ертỹçи Геннадий Матвеев, Юхма тăрăхĕнчи тата кỹршĕллĕ Елчĕк, Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенчи афганецсем, ветеран-пограничниксем килсе хутшăнчĕç.

Сăваплă ĕçе йĕркелекенсемпе хутшăнакансене район округĕн администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Раськин,  Тăрăн ял чиркĕвĕн настоятелĕ Серафим атте килсе саламларĕç, пысăк ĕç тума ырă сунчĕç.



24 апреля 2023
15:29
Поделиться