Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мая Селендеева-Салампин «Телей тӗрри» кӗнекине сумлӑ лару-тӑрура пахаларӗҫ

Мая Селендеева-Салампин «Телей тӗрри» кӗнекине сумлӑ лару-тӑрура пахаларӗҫ

Паян Патӑрьелӗнчи централизациленӗ библиотекӑра Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен пӗрлӗхӗн членӗн Мая Селендеева-Салампин «Телей тӗрри» кӗнекине сумлӑ лару-тӑрура пахаларӗҫ.

Мероприятие  республикӑри ЮТВ каналӑн «Ҫынсем, ҫулсем, еткерлӗх» кӑларӑм валли те ӳкернӗ май, кӗнеке хаклавне республикӑри профессионал Писателӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Лидия Филиппова ертсе пычӗ.

М. Селендееван ҫӗнӗ кӗнекин хаклавне Патӑрьел муниципалитет округӗн культура, туризм енӗпе ӗҫлекен начальникӗ Наталия Никитина, ентеш-поэтӑмӑрсем Раиса Сарпипе Альбина Юрату, Мая-Салампин творчествипе кӑсӑкланакан ытти хастарсем хутшӑнчӗҫ, пурте пӗрремӗш кӗнеке авторне творчествӑра ӑнӑҫу сунчӗҫ.



14 апреля 2023
17:02
Поделиться