Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патӑръелӗнче Митта Ваҫлей ҫуралнӑранпа 115 ҫулне паллӑ турӗҫ

Патӑръелӗнче Митта Ваҫлей ҫуралнӑранпа 115 ҫулне паллӑ турӗҫ

2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Патӑръел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов Митта Ваҫлей хисеплӗ поэтӑмӑр ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тума Юхмапа Пӑла тӑрӑхне килнӗ сумлӑ ушкӑна йышӑнчӗ, творчество хастарӗсемпе малашлӑх плансене сӳтсе яврӗ.

  Авангард» хаҫата никӗслекенсенчен пӗри Митта Ваҫлейӗ пулнӑ. Мартӑн 5-мӗшӗнче Певомайскинчен (Асла Арапуҫ ялӗнчен) тухнӑ хисеплӗ ентешӗмӗр ҫуралнӑранпа  115 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хаҫат редакцинче сумлӑ делегаци,  Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗсем, паллӑ  журналистсем - Илле Иванов, Евгений Турхан, Николай Ларионов, Николай Николаев, Лидия Ковалюк ҫыравҫӑ, Владимир Терентьев-Тӑвӑл сӑвӑҫ, Валерий Краснов-Ирӗк Килтӗш ӳнерҫӗ - килчӗҫ. Редакци умӗнчи Асӑну хӑми ҫине чечексем хучӗҫ, Митта Ваҫлейӗн пурнӑҫӗ пирки аса илчӗҫ.

Сумлӑ делегаци «Ҫӑкӑр» музейӗче те пулчӗ, Митта Ваҫлейне  халалласа йӗркеленӗ  куравпа паллашрӗ.

Василий Митта ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине унӑн тӑван ялӗнчи Первомайскинчи вӑтам шкулта та паллӑ турӗҫ. Патӑрьел муниципалитет округне килнӗ сумлӑ делегаци шкул ачисемпе тӗл пулчӗ, Митта Ваҫлейӗн вилӗмсӗр сӑввисене итлерӗ, вӗренекенсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗ.
Сумлӑ ушкӑн паллӑ поэт канлӗх тупнӑ масара та ҫитрӗ, вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хучӗ.



06 марта 2023
16:25
Поделиться