Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сумлă та хисеплĕ вĕрентекен – 80 çулта!

Сумлă та хисеплĕ вĕрентекен – 80 çулта!

Этем çĕр çине пурнăçа малалла тăсма килет. Кашнийĕшех çак çут тĕнчере ырă йĕр хăварса çĕршыва юрăхлă пулма ăнтăлать. Сител ялĕнчи 80 çулхи Александра Ларионовна Макарова та çак ĕмĕтсемпех пурăнать. Халĕ те ватлăха парăнтарса тăванĕсемпе ачисене, мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене усă тăвасчĕ тесе ӗмĕтленет. Мĕнле те пулсан вĕсене пулăшу пултăр, енчен те тинех тĕнчешĕн кирлĕ ĕç тăваймастăп пулин те тет вăл.
 Чăнах та çулне кура мар çамрăк курăнать Александра Ларионовна. Çакă вăл паллах ĕмĕр тăршшĕпе ĕçпе туслă пулнине пула. Ара Туçа тăрăхĕнче кун çути курнă илемлĕ те илĕртÿллĕ пике мĕн пĕчĕкренех ывăнмасăр вăй хума тăрăшнă. Пĕчĕкрен вăл ытти ачасем евĕрех питĕ хастар ÿснĕ. Ун чухнехи хаяр вăрçă хыççăнхи самана йывăррине пăхмасăр малалла пурăнма талпăннă. Пĕве кĕрсенех аслисемпе пĕртан ĕçе кÿленнĕ. Ытти тăванĕсемпе пĕрле уйра ырми-канми тăрăшнă. Унтан таврăнсан та алă усса ларман, ашшĕ-амăшĕсене кил таврашĕнче тăтăшах пулăшнă.
  Александра Ларионовна шкула питĕ юратса çÿренĕ. Вĕреннĕ çын хисепре пулнине вăл ачаранах ăнланса çитĕннĕ. Çавăнпа та учительсен сăмахĕсене тăрăшса тимленĕ. Пур предмета та юратса вĕреннĕ. Шкул вăхăтĕнченех унăн кĕнекесем патне туртăнас туйăм çуралнă. Унтанпа вăл вĕсене алла тытмасăр пĕр кун та ирттермес тесен те йăнăш пулмасть. Пĕр май вулать, пĕр май çыравçăсен «çимĕçĕсемпе» кăсăкланать.
 Александра Макарова шкул пĕтерсен Канашри педагогика училищинче лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Çамрăк учителе пуçламăш класс ачисене ăс пама Сител ялне яраççĕ. Çапла вара вăл мĕн ĕмĕр тăршшĕпе вĕрентекен пулса вăй хурать. Маттур та пултаруллă педагогика ĕçченĕ тăрăшулăхшăн пин-пин хисеп хучĕсене тивĕç пулнă.
 Ял çинче хисеплĕ те чыслă учитель халĕ ачисен ачисемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса, йăпанса пурăнать. Мăшăрĕпе вĕсем икĕ тĕпренчĕк çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Пурнăçра мир çеç пултăр тет вăл. Ун чухне пур ырлăхпа савăнма та халĕ условисем çителĕклех пулнине палăртать.
 Çак сумлă юбилейпа Александра Лариновнана Патăрьел муниципалитет округĕн Первомайски территори пайĕн ертÿçи Анатолий Сорокин, Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕ Александр Иванов саламларĕç. Вĕсем юбиляра тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн тав туса çирĕп сывлăхлă пулма каланă май Патăрьел муниципалитет округ пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам çырăвĕпе паллаштарчĕç. Унсăр пуçне Александра Ларионовнана Сителти культура ĕçченĕсем Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор, «Шуçăм» халăх ансамблĕн ертÿçи Валерий Фролов чĕререн тухакан ăшă та çепĕç сăмахсемпе ырласа нумай çул пурăнма çирĕп кун-çул сунчĕç, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç.



13 января 2023
16:59
Поделиться