Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çула тухсан мĕн лайăх-ши?

 УМРА - шкул ачисемшĕн хĕллехи каникул, ĕç коллективĕсемшĕн вара Çĕнĕ çулхи вăрăм кану кунĕсем. Вĕсем январĕн 9-мĕшĕчченех тăсăлĕç.Çак тапхăрта çемьепе пĕр-пĕрин патне хăнана кайма та, экскурсисенче пулма та, пысăк хуласене çитме те май пур. Камăн мĕнле кăмăл, мĕнле май пур темелле. Кирек мĕнле пулсан та инçе çула автомашинăпа тухакансен уяв кунĕсенче те çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалла, эрех-сăра ĕçнĕ пулсан руль умне ларса теветкеленмелле мар. Кун пирки районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕсем çирĕп асăрхаттараççĕ. Уйрăмах пăрлак çул çинче хăвăртлăха тата ытти йĕркене пăхăнни те, юсавлă автомашинăпа çеç çула тухни те пĕлтерĕшлĕ. Сыхланакана вара Турă та асăрхать теççĕ.

Авангард



29 декабря 2022
15:59
Поделиться