Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçĕсем курăмлă, тĕллевĕсем уçăмлă

Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов хутшăннипе декабрĕн 27-мĕшĕнче АПК ветеранĕсен районти канашĕ иртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов ял хуçалăхĕнчи кăçалхи кăтартусемпе, çитес çулхи тĕллевсемпе паллаштарнă.

Патăрьелĕнчи тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков медицина организацийĕсен ĕç-хĕлĕпе, вăрçă ветеранĕсене, вăрçă ачисене, АПК ветеранĕсене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарнă.

АПК ветеранĕсен районти канашĕн председателĕ Минегали Хафизов обществăлла организацин кăçал туса ирттернĕ ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ.

 Канашра паяна 30 член, вĕсенчех шăпах пĕрне - ял хуçалăх ветеранне, Тăрăнти Василий Петрова - АПК ветеранĕсем çак кун хăйсен ретне илнĕ.

 Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов АПК ветеранĕсене района аталантарассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн, Юхмапа Пăла тăрăхне юратнишĕн чун-чĕререн тав тунă.

Мероприятинче АПК ветеранĕсен районти канашĕн членĕсене "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" тата "СССР йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа" медальсемпе чысланă.

 (Хамăр корр.)

Авангард



29 декабря 2022
15:59
Поделиться