Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Нумай ачаллă çемьесем - чăрăш тавра

 Патăрьелĕнчи централизациленĕ клуб системинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасем Çĕнĕ çул савăнăçне пĕрле пайлама капăр чăрăш тавра пуçтарăнчĕç.

Ачасемпе ашшĕ-амăшне Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова, Патăрьелĕнчи райпо председателĕ Сергей Счетчиков саламларĕç, пурне те савăк кăмăл, çемье телейĕ, çĕнĕ çитĕнỹсем сучĕç.

- Пире тата пирĕн ачасене Çĕнĕ çул елкинче пĕрле савăнма май туса панăшăн чун-чĕререн савăнтăмăр,- кăмăлтан пĕлтерчĕ Патăрьелĕнчи нумай ачаллă амăшĕ Ирина Иванова.

А. НИКОЛАЕВА

 

Авангард



29 декабря 2022
15:58
Поделиться