Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ

 Иртнĕ эрнере Патăрьел районĕнче Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Геннадий Федоров ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă.

 Район администрацийĕн Пысăк залĕнче вăл хутшăннипе районти территори суйлав комиссийĕн членĕсемпе, участоксенчи комиссисен председателĕсемпе канашлу иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова ертсе пынă.

Канашлура Патăрьел территори суйлав комиссийĕн 2022 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, 2023 çулхи тĕллевсене палăртнă. Çав вăхăтрах суйлав комиссийĕсен участокĕсене оптимизацилес ыйтăва та сỹтсе явнă.

Пĕтĕмлетỹ канашлăвĕнче Шăнкăртамри 305-мĕш тата Сăкăтри 346-мĕш суйлав участокĕсенчи комисси председателĕсене Фелсине Хафизовăпа Полина Чиркинăна (сăн ỹкерчĕкре) 2022 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕнчи суйлава хатĕрленсе ирттерсе ярас ĕçри хастарлăхшăн Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн, районти суйлав участокĕсен комисси председателĕсене - Татьяна Фроловăна, Алевтина Овчинниковăна, Нина Мазяковăна, Татьяна Антоновăна, Алена Мальцевăна, Алина Ананьевăна, Елена Хураськинăна - Патăрьел территори суйлав комисийĕн Тав хучĕсене панă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Екатерина Ивановăна "Çамрăксем тата суйлав" республикăри сочиненисен конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа дипломпа саламланă. Çавăн пекех районти суйлпв участокĕсен комисси председателĕсене "Патăрьел районне йĕркеленĕренпе - 95 çул" медальпе чысланă.

А. НИКОЛАЕВА

 

Авангард



27 декабря 2022
18:34
2022 год
Поделиться