Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шывра ишессипе ăмăртнă

Тутар Республикинчи Кивĕ Çĕпрел ялĕнче районсем хушшинче мала тухассишĕн "Çĕнĕ çул умĕнхи ишĕм" ăмăрту иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн спортсменĕсем хутшăннă. Ăмăрту Çĕпрел, Шăмăршă тата Патăрьел районĕсен ачисем хушшинче питĕ хĕрỹ иртнĕ. "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи Валерий Платонов тата Светлана Рубцова преподаватель-тренерсем хатĕрлекен ишевçĕсем лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Ирĕклĕ майпа ишессинче 50 метра Самира Янешева, Азалия Салихова - иккĕмĕш, Тимур Налиба, Самира Салихова, Янил Ямалетдинов, Кирилл Пашкин, Андрей Алексеев виççĕмĕш парăнтарнă. Комлекслă ишевре ачасен 100 метр ишме тивнĕ. Кунта Путяков Артем - пĕрремĕш, Азалия Салихова - виççĕмĕш тухнă. Андрей Алексеев та палăрнă.

О. БЕЛЬДЕКОВА

Авангард



23 декабря 2022
15:34
Хроника мероприятий
Поделиться