Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Координаци центрĕн тĕп тĕллевĕ - çемьесене йывăрлăхра пулăшасси

 Патăрьел район администрацийĕн Пысăк залĕнче тулли мар мобилизаципе çар операцине хутшăнакансен çемйисене пулăшас тĕллевпе тимлекен координаци центрĕн ларăвĕ иртнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çакнашкал çемьесен пурнăçри проблемисене вăхăтра татса парасси, вĕсене пур енлĕн пулăшасси.

Ларăва Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Светлана Чернова, районти вĕрентỹ, сывлăх сыхлавĕн, социаллă сферăн тата халăха вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтерекен служба представителĕсем хутшăннă.

Канашлура Патăрьел районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ Марат Айзатуллов, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан центр начальникĕ Анисия Воробьева тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакан граждансен çемйисене мĕн пур социаллă çăмăллăхпа тивĕçтерни, малашне те вăл йĕркене çирĕп пăхăнмалли пирки каланă.

Шухăш

Ирина Антонова, виçĕ ача амăшĕ, Патăрьел ялĕ:

- Манăн аслă ывăлăма, Димăна, тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине кайма ят тухрĕ. Вăл ракета çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланăччĕ. Çак кунсенче çеç Дима ман пата шăнкăравларĕ, вĕрентỹ центрĕнче çар хăнăхăвне илнĕ хыççăн вырăнти çар чаçне çитнине, пурте йĕркеллĕ пулнине, тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине хутшăнакансене паракан тỹлеве вăхăтра илнине пĕлтерчĕ. Тавах, паллах, патшалăха пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, вĕсен тата пирĕн чун хавхаланăвне ỹстернĕшĕн. Манăн ывăлăма, çавăн пекех Турă пурне те каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килме çеç пулăштăр. Çавăншăн кĕл тăватпăр.

Лиана Капитонова, Кивĕ Ахпỹрт ялĕ:

- Аслă ывăл Валентин тулли мар мобилизацие лекрĕ. Ульяновскинче çар ĕçне аса илнĕ хыççăн ăна та ыттисемпе пĕрлех Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнма илсе кайрĕç. Виçĕ ача ашшĕ пулнă май унăн тăрса юлма та май пурччĕ, анчах килĕш- мерĕ. "Пĕри те тепри тăшманран Тăван çĕршыва хỹтĕлеме килĕшмесен нацистсен мăшкăлĕ пулатпăр вĕт", - терĕ.

Мобилизаципе салтак аттине тăхăннисене патшалăх пулăшнине те палăртса хăварас килет. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене паракан тỹлеве нумай пулмасть илнĕ.

 Пирĕн салтаксем çĕнтерессе, ачасем чĕрĕ-сывă таврăнасса шанса тăратпăр.

А. НИКОЛАЕВА

 

Авангард



23 декабря 2022
13:30
Поделиться