Йĕлтĕр йĕрĕ уçăлнă
Йĕлтĕр спортне малалла аталантарас, çамрăксем хушшинче ăна сарас, чи вăйлисене палăртас тĕллевпе Кĕçĕн Арапуçĕнчи каçхине те çутă пур трассăпа ăмăрту йĕркеленĕ.
Мероприятие килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Краснов, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн - ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анатолий Афанасьев, спорт ветеранĕсем саламланă.
Ăмăртăва çамрăксемпе 60 çул тултарнисем тата аслăраххисем хутшăннă. Çулĕсене кура вĕсем виçĕ, икĕ тата пĕр çухрăма парăнтарнă.
Авангард